Пуплев органĕсем

Пуплев органĕсем, — сасă кăларас ĕçе хутшăнакан органсем. Пуплев органĕсем шутне чĕлхе, тута, çăвар хăвăлĕ, çăвар маччи, сăмса хăвăлĕ, шăлсем, сасă чĕлĕхĕсем, типпыр, ӳпке кĕреççĕ. Вĕсенчен пĕри — активлă, теприсем пассивлă органсем шутланаççĕ.

Сасă кăларма сывлăш кирлĕ. Сывланă сывлăша ӳпке вĕркĕч пек хĕссе кăларать. Тип пыр витĕр хĕсĕнсе тухакан сывлăш юхăмĕн вăйĕпе сасă чĕлĕхĕсем чĕтренеççĕ. Çăвар хăвăлĕ сасă кăларнă чухне хăйне майлă резонатор пулса тăрать. Резонаторăн калăпăшĕ чĕлхерен килет. Вăл çăвар хăвăлĕнче малалла та, каялла та, çӳлелле-аялалла та кусать. Тута та сасă тунă чухне активлă ĕçлет: чăмăртанать, малалла тăсăлать, сарăлса каять т.ыт.те. Çавна май çăвар хăвăлĕнчен тухакан сывлăш юхăмĕ тĕрлĕ сасă кăларать. Çăвар маччин кайри çемçе пайĕ те сасă кăларнă чух сывлăш юхăмĕн çулне йĕркелеме пулăшать: вăл çӳлелле çĕкленсе сывлăш юхăмне сăмса хăвăлĕ витĕр тухма пӳлсе хурать. Шăлсемпе çăвар маччин малти пайĕ пассивлă пуплев органĕсем шугне кĕреççĕ, мĕншĕн тесен сасă кăларнă чух вĕсем куçмаççĕ. Пуплев органĕсем сасă кăларнă чух ĕçленине артикуляци теççĕ.