Мăйпăран
Мăйпăран | ||
---|---|---|
Ăслăх классификацийĕ | ||
|
||
Латинла çырни | ||
Jynx |
Мăйпăрансем (лат. Jynx, ав.гр. ἴυγξ/ἶυγξ «мăй пăракан») — улатакка йышшисем ямахатри вĕтĕ вĕçенкайăксен кăкĕ Кăкра мĕнпурĕ икĕ тĕс:
- Jynx torquilla — Ахаль мăйпăран — Евразире
- Jynx ruficollis — Хĕрлĕ пырлă мăйпăран — Африкăра
Çак статьяна е уйрăма çĕнĕрен çырмалла, чăваш чĕлхин йĕркисене пăхăнмалла, ытти кăлтăксенчен те хăтăлмалла. Статьяна тата унăн уйрăмне статьясене çырмалли йĕркепе хатĕрлемелле, ăнланманлăха пĕтермелле.
|
Мăйпăран - шăнкăрч пысăкăш кайăк. Çăмартисем (6-10) шурă. Пуслăх вăхăчĕ 12 кун. Пусса ами çеç ларать. Чĕпписем 20 кун йăвара тĕрекленнĕ хыççăн пĕр хушă курăк хушшинче пытанса пурăнаççĕ. Улатаккасен йышне кĕрет пулсан та йывăç тăрăх çӳремест, вĕçме те кăмăлласах каймасть: йывăç çине ларса пĕр вĕçĕмсĕр тăмана пек пуçĕпе мăйне тăсса çĕленсем пек чăшкăрать, пуçне пăркаласа йĕри-тавра сăнаса ларать. Унăн тĕп апачĕ - кăткăсемпе вĕсен çăмартисем. Вăл кăткă тĕми çине вĕçсе анать те чĕлхине кăткă тĕми ăшне чикет, çыпçăнчăк чĕлхи çине лекнĕ кăткăсемпе çăмартасене тӳрех çăтса ярать. Çавăн пирки ку кайăка вăрман ĕçченĕсем килĕштерсех каймаççĕ. Ытти улатаккасемпе танлаштарсан мăйпăран кăнтăра вĕçсе каять. Ку авăнта пулса иртет, каялла вĕсем çу уйăхĕн пуçламăшĕнче çитеççĕ. Ку кайăк пирĕн тăрăхра чи йышлă кайăксенчен пĕри шутланать.