Пуçанасем (фильм)

«Пуçанасем (Уик-энд)», — 2011 çулта «Орион» студи кăларнă чăвашла фильмĕ, романтикăллă камит.

Пуçанасем
Жанр камит
Режиссёр Вячеслав Оринов
Сценари
авторĕ
Вячеслав Оринов
Оператор Валерий Митрофанов
Кинокомпани Орион студи
Тăсăлу 90 мин.
Çул 2011

Фильм çинчен кĕскен тӳрлет

Хĕрсене кăмăллакан Ваня канмалли кунсене вăрманти илемлĕ вырăнта вырнаçнă, хăй аллипе туса лартнă фазендăна Сергей юлташĕ паллаштарнă çамрăк хĕрпе, Аленăпа, ирттерме пысăк кăмăлпа пырса çитет. Унта пурăнакан ашшĕне, Василий Ивановича, ывăлĕн çакăн пек хăтланкаларăшĕсем йăлăхтармаллипех йăлăхтарса çитернĕ. Унăн сăмахĕсене итлеменнине кура Василий Иванович ывăлĕн меслечĕпе усă курса çак хĕре хăй çавăрса яма шутлать... Фильма курнă май Иванăн тепĕр юлташĕпе, поэт-композиторпа, Б.Г.-па, кунти вăрмана куç пек сыхлакан отставкăри лесникпа Лаврентийпе унăн мăшăрĕпе Анастасийăпа, паллă Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕпе, Аленăн тепĕр икĕ тусĕпе те паллашатпăр... Алена та вăрттăн шухăшсемпе килнине туйса илĕпĕр.

Кино тăваканĕсем тӳрлет

  • Вячеслав Оринов — сценари авторĕ, режисёрĕ, продюсерĕ, монтажерĕ
  • Валерий Митрофанов — операторĕ, сасă режиссерĕ, монтажерĕ
  • Алексей Иванов-Сĕрмек — продюсерĕ.

Вылякансем тӳрлет

  • Сергей Кувшинов
  • Илемби Кошелева — Алена
  • Типшĕм Сашук — Б.Г. (Борис Гаврилов)
  • Василий Павлов
  • Борис Кириллов
  • Лия Пелевина
  • Галина Иванова
  • Владимир Дмитриев — Сергей
  • Вячеслав Оринов — Доцент

Каçăсем тӳрлет