Прокопьев Константин Прокопьевич

Константин Прокопьевич Прокопьев (14.5.1872, Çĕнĕ Йĕлмел ялĕ, Пăва уесĕ, Хусан кĕперни (халĕ Çĕпрел районĕ, Тутарстан) – 1938, Курган, персе пăрахнă) – этнограф, сăваплăх хĕсметçи, педагог. Хусанти археологи, истори тата этнографи пĕрлĕхĕн пайташ-ĕçтешĕ (1902), ĕмĕрлĕхех чăн ппайташĕ (1914)[1].

Биографи

тӳрлет

1890 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче пĕлӳ илнĕ. 1894 çулта Чĕмпĕрти хакал семинаринче вĕренсе тухнă, хыççăн Хусанти хакал академине ăнăçлă вĕçленĕ (1903).

1890–98 çулсенче Пăва уесĕн шкулĕсенче ачасене вĕрентнĕ, сăваплăх ĕçтешĕ пулнă. 1903-06 çулсенче Чĕмпĕрти коммерци училищинче, 1906-19 çулсенче Челепери училищире Турă саккунне вĕрентнĕ.

1919–22 çулсенче çурта тăвакан савута тытса пынă, Челепи кĕпернин ĕçтăвкомĕн ялхуçалăх уйрăмĕнче тăрăшнă.

1922–25 çулсенче Курганра архиерей пулса хĕсметре тăнă. 1930-мĕш çулсен варринче Курганри санитари-гигиена лабораторинче шутлавçă пулса ĕçленĕ.

1937 çулта репрессиленĕ.

1957 реабилитациленĕ.

Ăслăх ĕçĕсем

тӳрлет

Чăвашсен этнографипе чылай материал пухнă пичетленĕ. 1903, 1904 çулсен çулталăк календарьне хатĕрлесе кăларнă.

  • Прокопьев, К. П. К истории просвещения инородцев Казанского края в XVIII веке / К. П. Прокопьев. – Симбирск: Типо-литогр. А.Т. Токарева, 1905. – 25 с.
  • Прокопьев, К. П. Брак у чуваш / К. П. Прокопьев. – Казань: Типо-литогр. Император. ун-та, 1903. – 63 с.

Литература

тӳрлет
  • Казаков, Н. Вĕсем Чĕлепĕрти Чăваш шкулĕнче вĕреннĕ / Н. Казаков // Вучах. – 1992. – 5 авăн. – С. 1-2.
  • Николаев, П. Шавлаççĕ авалхи кургансем / П. Николаев // Хресчен сасси. – 1997. – 30 ака.
  • Александров, Г. Прокопьев Константин Прокопьевич / Г. Александров // Чǎваш ен. – 1993. – 15-22 мая (№ 20). – С. 9.
  • Александров, Г. Прокопьев Константин Прокопьевич // Александров, Г. Чувашская интеллигенция: истоки / Г. Александров. – Чебоксары, 1997. – С. 172-173.
  • Александров, Г. А. Прокопьев Константин Прокопьевич // Александров, Г. А. Чуваши в дореволюционных учебных заведениях / Г. А. Александров. – Чебоксары, 1994. – С. 52-53.
  • Боже, В. С. Константин (Прокопьев) Константин Прокопьевич // Боже, В. С. Челябинск : энцикл. / В. С. Боже. – Челябинск, 2001.
  • Боже, В. С. Прокопьев Константин Прокопьевич / В. С. Боже // Календарь знаменательных и памятных дат. Челябинская область: 1997. – Челябинск, 1996.
  • Боже, В. С. Прокопьев Константин Прокопьевич // Боже, В. С. Краеведы и краеведческие организации Челябинска (до 1941 г.) : справ. пособие / В. С. Боже. – Челябинск, 1995.
  • Казаков, Н. Встреча Константина Прокопьева с Чичериной / Н. Казаков // КИЛ. – 2013. – № 1/2 (13-14). – С. 168-174.
  • Казаков, Н. Революционный протоиерей / Н. Казаков // Чǎваш ен. – 1998. – 27 июня – 4 июля (№25). – С. 4.
  • Казаков, Н. А. Революционный протоирей К. П. Прокопьев / Н. А. Казаков // Политические преследования и репрессии 1920 – начала 1950-х годов в судьбах интеллигенции Чувашии : материалы межрегион. науч.-практ. конф. (21 марта 2014 г., Чебоксары). – Чебоксары, 2014. – С. 192-196.
  • Матвеев, Г. Б. Прокопьев Константин Прокопьевич / Г. Б. Матвеев, А. М. Симулин // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – Т. 3 : М-Се. – С. 503.

Асăрхавсем

тӳрлет