Проардея хальхи Европа территоринче, 35 - 15 мильон çулсем каяла пурăннă. Вăл вăтам пысăкăш вĕçен кайăк, сăнĕпе хальхи чарлансем евĕр пулнă. Çӳллĕшĕ 70 сантиметра çитнĕ. Шыв капламĕсен çыранĕсенче пурăннă, шыври вĕтĕ чĕрчунсене — саламандрăсем, шапасемпе тата пулăсемпе апатланнă. Унăн çапла тактика пулнă: малтан хăйĕн вăрăм урисемпе ăшăх шывра çӳресе тĕлĕрсе ларакан чĕрчуна асăрхасан, çивĕччĕн вăрăм мăйне тӳрлетсе ăна хăйĕн сăсипе ярса илнĕ[1].
- Lambrecht, Kálmán (1933): [Genus Proardea] In: Handbuch der Palaeornithologie: 311. Gebrüder Bornträger, Berlin.
- Milne-Edwards, Alphonse (1892): Sur les oiseaux fossiles des dépots éocènes de phosphate de chaux du Sud de la France. In: Sclater, P.L. (ed.), Comptes Rendus du Second Congrès Ornithologique International: 60-80. Budapest.
- Mlíkovský, Jirí (2002): Cenozoic Birds of the World, Part 1: Europe. Ninox Press, Prague. PDF fulltext 2011 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ.