Полифили
Полифили (ав.-грек. πολύς — «нумай йышлӑ» + φυλή — «кил-йыш кланӗ») — таксон тӗрлӗ аслашшӗ-асламӑшӗсенчен пулса тухни. Биологи систематикинче хӑйне кӗрекен чӑннипех ҫывӑхрах тӑванлӑ кӗҫӗн ушкӑнсемпе ытти ушкӑнсене, ку ушкӑна кӗмен илнӗ ушкӑна полифилиллӗ теҫҫӗ. Ӑна уйӑрни яланхи пек, конвергентлӑ е параллельлӗ пулса тухнӑ ҫиелтен пӑхма пӗр пеккинче никӗсленнӗ. Ҫапла вара, ӑна кӗрекен организмсен юлашки аслашшӗ-асламӑшӗ унӑн шутне кӗмест. Хальхи систематика тӑрӑх, полифилиллӗ ушкӑнсен системӑра пулма ирӗк ҫук.
Полифили тӗслӗхӗ вырӑнне «ӑшӑ юнлӑ чӗрчунсен» ушкӑнне илме пулать (ӳкерчӗке пӑхӑр). Вӗҫен кайӑксемпе сӗтпе ӳсекенсен эволюцийӗнче ӑшӑ юнлӑх пӗр пӗринпе ҫыхӑнмасӑр пулнӑ. Ӑшӑ юнлӑха пӑхса вӗҫен кайӑксемпе сӗтпе ӳсекенсене кӗртме пулнӑ ушкӑн, ку чӗрчунсен чи ҫывӑх аслашшӗ-асламӑшне кӗртмесчӗ.