Позитрон
Позитрон (e+) (акăл. positive — пурлă тата «-трон» — электрон ячĕн пайĕ) —электронăн хирĕçлĕ пĕрчĕкĕ.
Антияпала шутне кĕрет, электро авăрĕ +1, спин 1/2, лептон авăрĕ −1 тата йывăрăшĕпе электронпа тан. Позитронпа электрон аннигиляци ĕç-пуçĕ иртнĕ май вĕсен йывăрăшĕ икĕ гамма-квант (сахал чух — виçĕ е чылаях) хăватне куçса каять. Позитронсем радиохастарлă арканун пĕр тĕсĕнче (позитрон эмиссийĕ), çаплах 1,022 МэВ ытларах хăватлă фотонсем япалапа хутшăнăва кĕрсе кайсан çуралаççĕ. Иккĕмĕш ĕç-пуçне «пушмак çурални» теççĕ, мĕншĕн тесен ун чухне фотон, тĕшĕн электромагнитлă уйĕпе тĕкĕшленсе электронпа позитрона çуратать.
Тĕпчесе уçни
тӳрлетПозитрон çутçанталăкра пуррине пĕрремĕш 1928 çулта [1] Поль Дирак сеннĕ. Диракăн теорийĕ çуклă авăрлă электрона çеç мар, çаплах çавăн пекех пурлă авăр пĕрчĕне те ăнлантарса пама пултарнă. Çутçантăлăкра çакăн пек пĕрчĕ çукки Диракăн танлаштарăвенчи «ытлашши тупсăм» пулнă тенĕ. Позитрона тĕпчесе тупни вара теорин триумфне кăтартрĕ.
Аннигиляци
тӳрлетПозитронсем Çут тĕнчере
тӳрлетВуламалли
тӳрлетÇавăн пекех пăхăр
тӳрлет- ^ http://www.college.ru/physics/courses/op25part2/content/chapter6/section/paragraph9/theory.html 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.