Пиллĕк ункă кĕнеки

«Пиллĕк Ункă Кĕнеки» (яп. 五輪書, Горинносё) — XVII ĕмĕрте Миямото Мусаси самурай çырса кăларнă философи трактачĕ.

Кĕнекене автор Стратеги ӳнерне халалланă. Унта хĕçе алра тытма вĕрентекен тĕрлĕ шкул пирки каласа кăтартнă. Çаплах, çак трактатра каланипе, самурай ахаль çынран уйрăмланса тăрать, унăн, хăрушлăх чухне, тăшманран хӳтĕленмелле çеç мар, ăна çĕнтермелле. Пиллĕк Ункă Кĕнеки — кэндзюцу ӳнерне вĕрентекен, катана хĕçпе усă курмалли меслетсене кăтартать. Çак трактата халичченех çапăçу ӳнер ăстисем ăса илеççĕ. Çак кĕнекере пĕр-пĕринпе кĕрешнине çеç мар, тĕнчери вăрçăсене те, хирĕçӳсене те ăнлантарса панă, ун пирки Мусаси умсăмахĕнче асăннă. Çавăн пекех, кĕнеке ӳрăх ăслăхсемпе ремеслăсенче пулăшма пултарать.

Структура

тӳрлет

Кĕнеке пиллĕк пайран тытăнса тăрать:

  1. Çĕр кĕнеки
  2. Шыв кĕнеки
  3. Вут-çулăм кĕнеки
  4. Çил-тăвăл кĕнеки
  5. Пушăлăх кĕнеки

Куçарнисем

тӳрлет
  1. Миямото Мусаси. Книга пяти колец. А.А. Мищенко куçарнă(1997). Нумай хутчен "Евразия" кăларавăш кăларнă татах кăларать. Акăлчанран куçарнă, пулас.
  2. Миямото Мусаси. Книга пяти колец. Кивĕ япунран В.В. Малявин куçарнă (2002). Кăларнă: "Боевые искусства: Китай, Япония". М.: "АСТ", "Ака", 2004.
  3. Миямото Мусаси. Книга пяти колец. Кивĕ япунран А.Г. Фесюн куçарнă (2002). "Серебряные нити" кăларавăш, каярах − "Азбука" кăларавăш (2004) тата АХП "Бизнеском" (2012) пичетленĕ.
  4. Миямото Мусаси. Книга пяти колец. Акăлчанран Е. Мирошниченко куçарнă (Томас Клири). "София" 2012.
  5. Миямото Мусаси. Книга пяти колец. И.Н. Мизинина (2014). Акăлчанран куçарнă, пулас.

Каçăсем

тӳрлет