Пил йышшисем
Пил йышшисем | ||||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Ăслăх классификацийĕ | ||||||||||||
|
||||||||||||
Латинла çырни | ||||||||||||
Elephantidae Gray | ||||||||||||
Ăратсем тата тĕссем | ||||||||||||
| ||||||||||||
|
Пил йышшисем (лат. Elephantidae) — хоботлисен отрядĕнчи сĕтпе ӳсекенсен çемйине кĕрекен йыш.
Çак çемье йышне пирĕн саманара тип çĕр çинче пурăнакан чи пысăк сĕт ĕçекенсем кĕреççĕ. Сыхланса юлнă тĕссенчен çемьене икĕ ăратри виçĕ тĕслĕ пил кĕрет.
- Африка пилĕ (Loxodonta)
- Африкан саванна пилĕ (Loxodonta africana)
- Африкан вăрман пилĕ (Loxodonta cyclotis)
- Инди пилĕ (Elephas)
- Ази пилĕ (Elephas maximus)
Урăх тĕсĕсем, çав шутра мамонтсен (Mammuthus), 10 000 çул маларах вĕçленнĕ пăрлăк тапхăрĕнче Çĕр çинчи кун-çулĕ пĕтнĕ.
Пил йышшисем тăваттăмĕш тапхăрта уйрăм тĕсе чăмăртаннă, теççĕ.
Капăрлатма кирлĕ асав шăлĕ хаклă пулнипе тискер сунарçăсем пилсене çав тери нумай вĕлернĕ. Пĕтĕмпех пĕтересрен пилсене Тĕнчери Хĕрлĕ кĕнекене çырса хунă.
Тахçанах паллă: африкан саваннисемпе джунглĕсенче вилнĕ пилсен асавĕсене тупаймаççĕ. Çакăн пирки пилсем вăрттăн та тупмалла мар масар çине вилĕме кĕтсе илме каяççĕ текен халап та çуралать. XX ĕмĕрте Джон Хантер сунарçă асавсем ăçта çухалнине сăнаса пĕлет — вĕсене африкан дикобразĕсем минерал выçлăхне пула кăшласа яраççĕ, иккен (çумăр тапхăрĕнче вăйлă шалкамсем тăпраран минераллă япалалăхсене юхтарса каяççĕ).
Инди пилĕсене алла хăнăхтарса транспорт хатĕрĕ вырăнне усă кураççĕ, çаплах вĕсене циркра курма пулать. Африкан пилĕсене алла хăнăхтарас йăла халĕ пĕтсе пырать.
Пилсене вăрçăра усă курни
тӳрлетПилсене пĕрремĕш Индире алла хăнăхтарса вăрçăра усă курма тытăннă (Македони Александрĕ çарĕсем çар пилĕсемпе çавăнта çапăçни паллă факт). Каярах пилсене Александр та хăйĕн çарне илет, çаплах эллин патшалăхĕсенче те вăрçăра усă кураççĕ. Тем каласан та, çапăçура çак чĕрчунсене ытларах майĕпе тăшмана хăратас тĕллевпе уса курнă.
Фото
тӳрлет-
Африкăри пил
-
Индири пил
-
Этемĕн тата пилĕн шăмă кĕлетки (пĕр пек танлаштарупа)
Кăсăк фактсем
тӳрлет- АПШ-ра циркра ĕçленĕ Топси ятлă пил амине виçĕ çынна вĕлернĕшĕн 1903 ç. кăрлачăн 4-мĕшĕнче электичествăпа чуне кăларнă, 1916 çулхи авăнăн 13-мĕшĕнче Теннесси штатĕнче Мăн Мэри пил амине, темиçе çынна таптанăшăн суд тумасăрах çакнă.[1]
- «Пил тăватă чĕркуççиллĕ» текен халап тĕрĕс мар[2]
- Чи пысăк официаллă «регистрленĕ» пил 12 тонна йывăрăшлĕ пулнă.
- Пил питĕ аван ишет, тарăн шывра та.
- Ахаль чухне пилсем 2-6 çм/сех хăвăртлăхпа куçаççĕ, анчах та кĕске вăхăта 35-40 çм/сех чупма пултараççĕ.
- Пилсем тачăн ушкăна пуçтарăнса çывăраççĕ; çурисем кăна çĕр çине выртса çăвăраççĕ.
Çавăн пекех пăхăр
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ Казни слонов США 2010 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ колени слона
Каçăсем
тӳрлет- Фонд Защиты Слонов
- Энциклопедия животных: Слоны. 2008 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.
- Пилсем сăрапа çыраççĕ 2009 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.