Пиксида (савăт)

Пиксида (ав.гр. πυξίς) — аваллӑ Грецинче тӑмран, йывӑҫран, алебастртан, металлран е пилӗн асав шӑмминчен ӑсталанӑ хупӑллӑ пӗчӗк арча. Эллинизм вӑхӑтӗнчен паллӑ ячӗ «самшит» — pýxos грек сӑмахӗнчен пулса кайнӑ, чи малтанах ӑна ҫак йывӑҫран касса кӑларнӑ. Паянччен йывӑҫран тунӑ пиксидасем питӗ сахал упранса юлнӑ.

Пиксида

Пиксидасемпе хӗрарӑмсем капӑрӗсене тата косметика, ырӑ шӑршлӑ ҫу, шӗвек, тата ытти тӗрлӗ им-ҫам упрама тытнӑ. Тӑтӑшрах хӗрарӑм пурнӑҫне кӑтартакан хӗрлӗ кӗлеткеллӗ тӑм пиксидасем тӗл пулӑҫҫӗ. Пиксидасене хӗрарӑм вилтӑприсенче те нумай тупаҫӗ.

Пирӗн эраччен VII ӗмӗрте пиксидасен калӑпӑшӗ коринф тӑм-савӑт ӑсталӑхӗ сӗм панипе улшӑнать, вӗсене хура кӗлеткеллӗ ӳкерчӗксемпе илемлетме пуҫланӑ. Пирӗн эраччен VI ӗмӗрте вара виҫӗ ураллӑ пиксидасем тума пуҫланӑ. Классикаллӑ Аваллӑ Грецинче «А» ушкӑнри авӑнса кӗрекен аяклӑ пиксидасене ытларах кӑмӑлланӑ. «Б» ушкӑнри пиксидасем ҫӳлтен хупӑллӑ пулнӑ. Эллинизм тапхӑрӗнче пиксидасем ҫӳллӗрех пулнӑ.

Çавăн пекех пăхăр тӳрлет

Вуламалли тӳрлет