Пиçет пилеш, пиçет палан

Пиçет пилеш, пиçет паланXX ĕмĕр варринче халăхра, çавăн пекех чăвашсем хушшинчи юрăçсен, пултарулăх ушкăнĕсен репертуарĕсенче анлă сарăлнă юрăсенчен пĕри. Юрий Кудаков композитор Энтип Ваççи сăввипе çырнă.

Пиçет пилеш, пиçет палан
Юрă
Жанр лирикăллă юрри
альбомĕн трек-лисчĕ
-


Юррăн сăвви

тӳрлет

Пиçет пилеш, пиçет палан

Пиçет пилеш, пиçет палан
Кĕр хĕрелет хĕрле.
Пĕрлешнĕ кайăксем паян —
Вĕçрĕç çӳлелле.

Пире анчах, пире анчах
Пит йывăр пĕрлешме
Эс те ачаш, эп те ачаш
Темшĕн килĕшмест

Пилеш пĕччен, пилеш пĕччен
Тĕл пулас çук тепре
Çурхи илем хухать ирччен
Тунсăх ĕмĕре

Пиçет пилеш, пиçет палан
Кĕр хĕрелет хĕрле.
Вĕçеççĕ кайăксем паян —
Пухăнчĕç пĕрле.

Кашни куплетри юлашки икĕ йĕркине икшер хут юрламалла.

Юррăн кĕвии

тӳрлет

Юрий Кудаков композитор.

Юррăн кунçулĕ

тӳрлет

Хайлав — юрăçсен, пултарулăх ушкăнĕсен репертуарĕнче

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет