Петрухин Григорий Иванович

Петрухин хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Григорий Иванович Петрухин (1879—?) — çĕр ĕçченĕ, Хусан кĕпĕрнинчен Патшалăх думин II чĕнĕвĕн депутачĕ.

Григорий Иванович Петрухин

Иккĕмĕш Дума депутачĕ, 1907 ç.
Çуралнă вăхăт: 1879
Çуралнă вырăн Степановка Теччĕ уесĕ, Хусан кĕпĕрни
Вилнĕ вăхăт: ?
Гражданлăх: Раççей империйĕ Раççей империйĕ
Тĕне тытни: православи
Парти: Ĕçлев ушкăнĕ
Ĕçлев тĕсĕ: çĕр ĕçтешĕ, Хусан кĕпĕрнинчен Патшалăх думин II чĕнĕвĕн депутачĕ.

Биографи тӳрлет

 
Хусан кĕпернинчен Патшалăх думин II чĕнĕвĕн депутачĕсен ушкăнĕ. Иккĕмĕш касăра: Г. И. Петрухин, А. Ф. Фёдоров, С. Н. Максудов, Г. М. Мусин; пĕрремĕш касăра: З. М. Таланцев, М. В. Батуров, М. Я. Капустин, Д. А. Кушников, С. Т. Максютов.

Хусан кĕпĕрнине кĕнĕ Теччĕ уесĕн Мăн Фрол вулăсĕнчи Степановка ялĕнче çуралнă. Чиркӳ прихучĕн шкулĕче пуçламăш пĕлĕве илсен, хăй тĕллĕн чылай ăс пухнă. Чул хума вĕренсен 12 çул хушши çĕршыв тăрăх çӳренĕ. Хусанта, Аçтăрханра, Бакура, Петровскра тата урăх хуласенче çӳренĕ. Хĕлле ялсем тăрăх çăмат йăваласа çӳренĕ.

1907 çулхи нарăсăн 6-мĕшĕнче Патшалăх думин II чĕнĕвĕн Хусан кĕпĕрнин суйлавçисен пухăвĕнче суйланă. Ĕçлев ушкăнĕн йышне тата фракции Хресченсен пĕрлешĕвĕн фракцине кĕнĕ.

Литература тӳрлет

Архив тӳрлет

  • Российский государственный исторический архив. Фонд 1278, Опись 1 (2-й созыв). Дело 334; Дело 551. Лист 8.