Петров Владимир Дмитриевич

Петров Владимир Дмитриевич, — Самар облаçĕн Шăнтал районĕн пуçлăхĕ. 1957 çулхи кăрлачăн 1 çуралнă.

Шăнтал районĕн пуçлăхĕ

Пурнăçĕ тӳрлет

Строительство техникумне тата Куйбышеври ял хуçалăх институтне вĕренсе тухнă. 1997 çулта менеджмент специальностьпе Приватизаципе предпринимательствăн асла шкулне вĕренсе тухнă.

Çара кайса килнĕ хыççăн «Канаш» племзаводĕнче тата Кутузов ячĕпе хисепленекен колхозра ĕçленĕ.

1996 çулхи çурла уйăхĕн 1 хыççăн Шăнтал районĕн пуçлăхĕн ĕçне ертсе пыракан вырăна лартнă. 1996 çулхи раштав уйăхĕнче тата 2000 çулхи утă уйăхĕнче Шăнтал районĕн пуçлăхĕ вырăнне суйласа илнĕ.