Перо тасаткăч

Перо тасаткăч — шариклă калемсем киличчен усă курнă перосене чернилтан тасатмалли хатĕр.

Ĕлĕкхи çыру хатĕрĕсем. Вĕсен хушшинче перо тасаткăч та пур

06 декабря 2008 г.

Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти музей ака уйăхĕнче уçăлнă. Вăл икĕ пайран тăрать. Пĕрремĕш пай шкул тата вĕрентỹ историйĕпе çыхăннă. Музейра перо, доска, парта, шутлав хатĕрĕсем, тĕрлĕ альбомсем пур. Иккĕмĕш пай _ "Чăваш тĕпелĕ". Унта ĕлĕкхи чăваш хĕрарăмĕн çи-пуçĕ _ хушпу, тутăр, тĕрлĕ кĕпесем упранаççĕ. Музейра ĕç хатĕрĕсем те нумай. Сĕтел çинче темиçе тĕрлĕ йывăç кашăк, тирĕксем, кăкшăмсем лараççĕ. Юнашарах йывăçран касса тунă, питĕ илемлĕ икĕ арча. Тĕртнĕ, çыхнă, чĕнтерленĕ тĕрĕсем те пур. Пирĕн шкулта çакăн пек музей уçăлнăшăн эпир питĕ савăнатпăр, хамăр тăван шкулпа мухтанатпăр.

Çавăн пекех

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Шкулти музейра — Елчĕк Ен хаçтăн сайчĕ.