Перевçĕсен 1-мĕш чăваш полкĕ

Перевçĕсен 1-мĕш чăваш полкĕ — çамрăк совет республикинче (РСФСР) 1918-мĕш çулхи январĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа çав çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен шутланса тăнă çар чаçĕ. Унăн казармисем Хусанти Кремĕлте вырнаçнă пулнă.

Командирĕ, ытти ертсе пыракансем камсем пулни паллă мар, полк пуçлăхĕн хушамачĕ "Васильев" пулни çеç паллă. Анчах та çак полкăн 15-мĕш ротин командирĕ Корнилов Александр Корнилович (1897-1943) пулни вара чăнах та паллă.

Полка Хусан Çар тăрăхĕ Штабĕн приказĕпе ĕлĕкхи çарăн 240-мĕш çуран çар полкĕн никĕсĕ çинче йĕркеленĕ. Анчах та чăннипе полка чăвашсене 1917-мĕш çулхи декабрьтен пуçласах пухма пуçланă. Калăпăр, çулерех асăннă А.К.Корнилова та 1918-мĕш çулхи январĕн 27-мĕшĕнчех рота командирне суйласа лартнă (полка йĕркелесссипе Штаб приказĕ тухиччен 2 кун малтан).

Çавăн пекех

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет