Пелагиа́ль (грек πέλαγος — уçă тинĕс), çаплах пелаги́аль зо́ни — тинĕсри е океанри тинĕс тĕпĕнчен çывăх мар вырнаçнă зони.

Пелагиаль сийĕсен схеми.

Пĕрлехи хыпарсем

тӳрлет

Çак зонăра пелагиаль организмĕсем — планктон, нектон, плейстон — ĕрченеççĕ.

Çак зона уçлăхĕ — тинĕсри 1,37 млрд км3 тата 11 км тарăнăш. Пелагиаль зони тинĕс тĕпĕнчен (тинĕс тăпри) тата тинĕс тĕпĕ çумĕнчи (тăпра çийĕнчи) зонăран, çаплах тинĕс хĕрринчи литораль зонинчен уйрăлса тăрать. Çак зонăра пурнакан пулăна çаплах пелагиаль пуллисем теççĕ.

 
Кӳлĕсен сийĕсен схеми.

Пелагиаль зони шыв çийĕнчен тинĕс тĕпне çити тăсăлать. Кунта шыв тĕпнелле анса пынă май, шыв пусăмĕ ӳсет, çутă вăйĕ чакать. Пелагиаль зони вара темиçе кĕçĕн сие пайланать: эпи-, мезо-, бати-, абиссопелагиаль тата ультраабиссаль.

Пелагиаль йышне çаплах юшкăнпа тăм кĕрет, вĕсем ĕнтĕ материксен тăвайккисене тата океан тĕпне хуплаççĕ. Тинĕс организмĕсен тата шыври вĕтĕ пĕрчĕсем, вулкан тусанĕ, космосран ӳкекен тусан тата тинĕс тĕпĕнчи хытă тăпрасем арканнă хыççăн юлнă вĕтĕ продуктсем юшкăнпа тăма туса хураççĕ[1].

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ А. П. Горкин Энциклопедия «География» (без иллюстраций). — АСТ : Росмэн, 2008. — ISBN 5353024435

Каçăсем

тӳрлет
 
Ку гидрологипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.