Парнелев килĕшĕвĕ
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Парнелев пăхăр.
Парнелев килĕшĕвĕ — гражданла тивĕç-ирĕкре пĕр ен (парне паракан) тепĕр ене (парне илекене), хирĕç ним те ыйтмасăр, харпăрлăха япала е хăй тĕлĕшпе, çавăн пекех виççĕмĕш сăпат тĕлĕшпе пурлăх тивĕç-ирĕкне панине е лешне хăй тĕлĕшпе, виççĕмĕш сăпат тĕлĕшпе пулнă пурлăх парăмĕсенчен (тивĕçĕсенчен) хăтарнине пĕлтерет. Кунашкал килĕшÿ пĕррремĕш хут Рим тивĕç-ирĕкĕнче тĕл пулать, унта парнелев харпăрлăх тивĕç-ирĕкĕ çуралассин никĕсĕ пек шутланнă. Парнелев килĕшĕвĕ пурлăха (япалана, тивĕç-ирĕке тата ытти те) куçармалли меслет пулса тăрать. Парнелекен тата парне илекен сăпатсем килĕшÿ енĕсем пулса тăраççĕ.
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Договор дарения в Народной бухгалтерской энциклопедии 2019 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ.
- Договор дарения квартиры
- Договор дарения автомобиля