Панети
Панети Παναίτιος – (п.т. 180 çул яхăн, Родос утравĕнчи Линос - п.т. 110 çул, Афины) - философи енĕпе ĕçленĕ ăсчах.
Панети | |
Παναίτιος | |
Çуралнă вăхăт: | - 180 патнелле |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Шаблон:ÇуралнăВырăн-НА |
Вилнĕ вăхăт: | Шаблон:Пайăр çын/Вăхăт/Logic |
Вилнĕ вырăн: | Шаблон:ÇуралнăВырăн-НА |
Ăслăх сфери: | философи |
Паллă вĕренекенсем: | Посидони |
Паллă: | вăтам Стоя никĕслекенĕ; «гуманизм» ăнлавне кĕртнĕ |
Чыславсемпе парнесем |
|
Пергамра Маллти Кратет патĕнче, каярах Афинăра Вавилон Диогенĕн тата Тарсри Антипатрăн лекцисене итленĕ. Сципион чĕннипев Рима литература-философи кружокне хутшанма пынă. Панети Римра греци культурине сарма тăрăшнă, римри стоицизма никĕсленĕ; Цицерон каярах Панети сумлахĕсене шута илсе humanitas ăнлавпа палăртнă. Сципион вилсен Афинара пурăннă, унта п.т. 129-мĕш çултан стоиксен шкулне ертсе пынă. Ăна Афины гражданĕсен шутне илнĕ. Чи паллă вĕренекенĕсем Родос Гекатонĕ тата Посидони. Панети ĕçĕсен нумай мар фрагментсем юлнă, тĕпрен илсен Цицерон трактачĕсенче. Ячĕсемпе «О надлежащем» (περὶ τοῦ καθήκοντος), «О промысле», «О школах», «О Сократе», «О благодушии», «Послание к Туберону» трактачĕсем пулнине пĕлеççĕ.
Панети астрологине хирĕçленĕ. Ун вĕренекенĕ, Посидони, стоиксен доктрине тĕпне илсе астрологин философи никĕсне хурать[1].
Фрагментсем
тӳрлет- Francesca Alesse (Hrsg.): Panezio di Rodi. Testimonianze (= Elenchos. Bd. 27). Edizione, traduzione e commento. Bibliopolis, Napoli 1997, ISBN 88-7088-293-4.
Вуламалли
тӳрлет- Столяров А. А. Панетий Родосский. В кн.: Античная философия: энциклопедический словарь. Под ред. М. А. Солоповой. М.: Прогресс-Традиция, 2008. C. 539–542.
- Иванова Л. А. Панетий как основатель Средний Стои и его философская система // Философия и культура. 2009.№ 7. С.69-78.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Чанышев А. Н. Курс лекций по древней и средневековой философии: учеб. пособие для вузов. — М.: Высш. шк., 1991, стр. 187.