Пĕчĕкҫеҫ принц

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Пĕчĕкҫеҫ принц (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

«Пĕчĕкҫеҫ принц» (фр. Le Petit Prince) — Антуан де Сент-Экзюперин аллегориллӗ повесть-юмахӗ.

Пĕчĕкҫеҫ принц
Le Petit Prince
Кăларăм
«Акă унăн чи илем портречĕ…» — «Пĕчĕк принц», II пайĕ.
Жанр: философилле юмах
Автор: Антуан де Сент-Экзюпери
Тăван чĕлхи: франс
Хайланă çул 1942
Пичетленĕ: 1943
Уйрăм кăларăм: 1943

1943 çулта ача-пăча вулавĕ валли пичетленĕ кĕнеке, чăннипе сăвăллă юмах — синкек касман ача чунĕн хастарлăхĕпе ăсчахлăхĕ, çаплах пурнăçпа вилĕм, юратупа яваплăх, туслăхпа тĕрĕслĕх çинчен.

Кĕнекен ӳкерчĕкĕсене авторĕ хăйех ăсталанă, çавăнпа та вĕсем хăйсем паллă шутланаççĕ. Кусем иллюстрацисем мар — хайлавăн уйрăлми пайĕсем: автор та, юмахри çынсем те ӳкерчĕксем пирки калаçаççĕ.

Пичете хатĕрлесе кăларни

тӳрлет
  • 1942 çулта Нью Йорк хулинче çырнă.
  • Пĕрремĕш хут 1943 çулта АПШ-ри «Reynal & Hitchcock» пичетлесе кăларнă. Малтан пичете акăлчанла (акăл. «The Little Prince» тухнă, Катерина Вудс, Katherine Woods) куçарнипе; кайран франсла.
  • Пĕрремĕш франсла кăларăмĕ: «Editions Gallimard», 1946
  • Вырăсла куçарни: Нора Галь, 1958
  • Чӑвашла куҫару: 2017 ҫулта «Чӑваш кӗнеке издательствинче» чӑвашла куҫару пичетленсе тухнӑ[1]. Талмачӗ: Артемьев Юрий Михайлович.

Литература

тӳрлет
  • Близненкова В. Берегите детство. [О сказке франц. писателя А. де Сент-Экзюпери «Маленький принц»] // Дошкольное воспитание. — 1965. — № 4.
  • Мижо М. Самолет Сент-Экзюпери // Кругозор. — 1966. — № 2.

Каçăсем

тӳрлет

Асӑрхавсем

тӳрлет