Пĕр хут усă куракан çытак

Пĕр хут усă куракан çытакшăка çăтса илекен тата çиелти тума вараласран сыхлакан, пĕр хут çеç усă куракан аялти йĕм. Пĕчĕк ачасене тăхăнтартма усă кураççĕ. Анчах та хăшпĕр чухне çитĕннисен те кун пек тум тăхăнма тивет. Сăмахран, питĕ ватă çынсен, чирлисен, космонавтсен, пилотсен, монтажниксен, альпинистсен.

Кун пек тума, енчен те темиçе хут усă курма ма пулсан, çытак теççĕ. Пĕр хут усă кураканнине чылай чухне кулленхи калаçура "памперс" теççĕ. Вырăс чĕлхинче вăл сăмахпа, жаргонизм шутланнă май, официаллă çĕрте усă курмаççĕ. Чăваш чĕлхинче ку тĕлĕшпе мĕнле нормăсем пулни е пулманни паллă мар.

Çытаксен тĕсĕсем

тӳрлет