Пĕрлĕхлĕх
Пĕрлĕхлĕх тени чăваш чĕлхинче вырăс чĕлхинчи «общественность», «публика» тата акăлчан чĕлхинчи «the public», «the general public» тенисемпе пĕр килет теме пулать. Сăмахсарсенчен илнĕ тĕслĕхсем. Пĕрермĕш тĕслĕх[1]:
Пĕрлĕхлĕх, сущ.жен. общественность (обществăн чи ăнлануллă, малта пыракан пайĕ); мировая общественность тĕнчери общественность
Иккĕмеш тĕслĕх[2]:
Пĕрлĕхлĕх. общественность (халăхăн малта пыракан, пуçаруллă пайĕ); международная общественность тĕнчери общественность; научная общественность ăслăлăх общественноçĕКурсивное начертание
Виççĕмĕш тĕслĕх[3]:
Пĕрлĕхлĕх, то же, что пĕрлĕх 2.
Ытти çăлкуçсенчен. Шăмăршă район хаçатĕнчен[4]:
Ясли-садикре, кайран шкулта ачасем аслисенчен туслăх, килĕшỹ, пĕрлĕхлĕх çинчен тăтăшах илтеççĕ, çав сăмахсене ăша хывса çитĕнеççĕ.
Вăрмар район хаçатĕнчен[5]:
Чăн-чăн çемьери кăмăл-туйăмсем Њтелей, савăнăç, хуйхă, пĕрлĕхлĕх, хỹтлĕх, пĕр-пĕрне ăнланни, шеллениЌ хăйсен пĕлтерĕшне çухатаççĕ, ...
Елчĕк район хаçатĕнчен[6]:
Сире пĕтĕм чунтан çирĕп сывлăхпа телей, пĕрлĕхлĕх тата Чăваш Енпе Раççей ырлăхĕшĕн çĕнĕ çитĕнÿсем сунатăп!
Çăлкуçсем
тӳрлет- Нестерович В.Ф. Разграничение понятия «общественность» и смежных понятий и терминов в юридической науке // Алтайский юридический вестник. — 2014. — № 1. — С. 25-30.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Русско-чувашский словарь
- ^ Русско-чувашский словарь социальной лексики (2004)
- ^ Чувашско-русский словарь (1982)
- ^ ТĂВАН ЧĔЛХЕ УПРАВÇИ — 04 октября 2006
- ^ Телевизор тата ачасем — 13 октябр 2004
- ^ Хисеплĕ ентешĕмĕрсем! Сире Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн кунĕ ячĕпе саламлатăп! — 12.12.2018
Каçăсем
тӳрлет- Sennett, Richard. The Fall of Public Man. W. W. Norton & Company; Reissue edition, June 1992, ISBN 0-393-30879-0.
- Schrape, Jan-Felix (2021). Platformization, Pluralization, Synthetization: Public Communication in the Digital Age (PDF). Research Contributions to Organizational Sociology and Innovation Studies. Vol. 21–02. ISSN 2191-4990