Пăртта Александр Иванович

Пăртта Александр Иванович (чăн хушамачĕ Степанов) — чăваш сăвăçи, драматургĕ. 1963 çулхи акан 4-мĕшĕнче Красноармейски районне кĕрекен Алманч ялĕнче çуралнă.

Раççей Федерацийĕпе Чăваш Ен (1994) ÇП членĕ. 2003 çулта Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ ята тивĕçнĕ.

Кун-çулĕ тӳрлет

Ярославльти театр училищине (АВЗ) вĕренсе пĕтернĕ. Чăваш пукане театрĕнче актёр пулса ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çамрăксен театрĕнче вылять.

Ӗçĕсем тӳрлет

Александр Иванович сăвăсем, поэмăсем тата пьесăсем çырать. Пĕр сăвă кĕнеки тухнă. Çамрăксен театрĕпе Чăваш академи драма театрĕнче унăн пьесисем тăрăх хатĕрленĕ спектакльсем лартаççĕ:

  • «Качча кайиччен»;
  • «Турă пӳрмен юрату»;
  • «Вăрманта юлна çамрăклăх».