Пăртта
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Пăртта (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Пăртта — XIX ĕмĕрте пурăннă чăваш юрăç. Вăл хальхи Патăрьел районне кĕрекен Чакă ялĕнче пурăннă. Хăçан çуралса ӳсни, çĕре кĕни паллă мар.
Кун-çулĕ
тӳрлетПăртта питĕ паллă юрăçă пулнă. Анчах та унăн пĕр хитре юрри çеç упранса юлнă. Вăл Чĕмпĕрте пичетлесе кăларнă «Образцы мотивов чувашских народных песен и тексты к ним» икĕ кĕнекесенче тухнă (пĕри 1909 çулта, тепри — 1912 çулта тухнă). Юррине «Хамăр тăван, ай, ăçта-ши?» тесе ят пама пулать. Пăртта юрри иккĕмĕш кĕнекере. Малтанхи кĕвĕ тĕпчевçи Петр Пазухин çырнă тăрăх Пăртта юрăç 1912 çулта ватă çын пулнă.
Вуламалли
тӳрлет- Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем, Шупашкар, 1996.