Пăрпа çулăм юрри
Пăрпа çулăм юрри (акăл. A Song of Ice and Fire, урăхла ăна "Пăрпа вут юрри" теççĕ) — Джордж Р. Р. Мартин Америка çыравçи тата сценарисчĕ çырса хатĕрленĕ фэнтези-роман ярăмĕ. Мартин ăна 1991 çулта çырма тытăннă. Чăн малтан ку хайлавăн виçĕ пайран тăмалла пулнă, анчах та паянхи кун тĕлне вăл пичетленсе тухнă 5 том таранччен çитнĕ. Тепĕр иккĕшĕ проектра-ха. Автор ку тĕлĕшпе повеç-приквелсем тата повеçсен ярăмĕ çырса хатĕрленĕ. Вĕсем романран каларнă сыпăксем пулаççĕ-ха ĕнтĕ. Çак повеçсенчен пĕри - "Аçтаха юнĕ" - Хьюго премине тивĕçнĕ. Пирвайхи виçĕ романне 1997, 1999 тата 2001 çулсенче Чи пысăк пахалăхлă фэнтези роман пулнăшăн "Локус" парнипе чысланă.
Пăрпа çулăм юрри | |
A Song of Ice and Fire | |
Жанр: | Фэнтези |
---|---|
Автор: | Джордж Реймонд Ричард Мартин |
Тăван чĕлхи: | [[Акăлчан чĕлхи чĕлхи|Акăлчан чĕлхи]] |
2015 çулхи ака уйăхĕ тĕлне "Пăрпа çулăм юрри" ярăма кĕрекен кĕнекесен 60 миллион экземплярне сутнă. Вĕсене тĕнчери 45 чĕлхене куçарнă. Тăваттăмеш тата пиллĕкмĕш пайĕсем The New York Times бестселлерĕсен списокĕнче пĕрремĕш йĕркесенче пулнă.
Çак сери халăх хушшинче анлă сарăлса пынăран, HBO телекомпани ăна сенкер экрансем çине кăлармашкăн ирĕк илнĕ, çапла майпа романа телекурав валли хатĕрленĕ. Медиафраншиза шутне сĕтелçи тата сăнарлă вăйăсем те, ÿнер ĕçĕн коллекцийĕсем те кĕнĕ. Вĕсене, паллах, кĕнекесем çине таянса тунă. Францири Cyanide компьютер вăййисене шухăшласа кăларакан компани Мартинпа килĕшÿ тунă, çавна майăн ярăм çине тайăнса темиçе вăйă та кăларнă. 2011 çулхи авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче вĕсенчен пĕрремĕшĕ стратегиллĕ Патшасен вăййи: Пуçламăшĕ кун çути курнă. 2012 çулхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче вара RPG жанрта хайланă "Астулсен вăййи" ятпа тухнă.
Сюжет
тӳрлет"Пăрпа çулăм юрри" хайлавра пулса иртекен ĕç-пуçсем шухăшласа кăларнă тĕнчере пулса иртеççĕ. Вăл Кайри Вăтам ĕмĕрсенчи Европăна аса илтерет. "Юррăн" тĕнчинче çулла тата хĕлле нумай çул тăсăлаççĕ. Кĕнекесенчи лару-тăру темиçе çула тăсăлать, вăл вунă çул пынă çуллан вĕçне, кĕркуннене тата хальлĕхе мĕн чухлĕ вăхăта тăсăлакан паллă мар хĕллене пырса тивет.
Хаш-пĕр сюжет Вăстарăсри патша астулĕшĕн — Тимĕр астулшӑн — пыракан çапăçупа çыхăнса тăрать. Пĕрремĕш кĕнекере Рупăрт Паратеун пуçне хунă хыççăн патшалахри сумлă Йăхсем тата вĕсен çыннисем ертÿçĕ пулассишĕн вăрçă пуçлаççĕ. Чи малтан çакă керменте пулса иртекен кавар ĕçсемпе çыхăнса тăнă пулсан, кайран халăх вăрçи шайнех çĕкленет. Çĕршывăн хăш-пĕр пайĕ уйрăлса тухать, ирĕклĕ патшалăх иккенне палăртать.
Чи пĕлтерĕшлĕ сюжетсенчен пĕри Тăшун Снăвува - ĕмпĕвĕн ăнсăртран çуралнă вĕлтĕрен-кайăк ывăлне пырса тивет. Ку ĕç-пуç Вăстарăсăн инçетри çурçĕр пайĕнче пулса иртет. Унта çынсен патшалăхне усал-тĕселтен хÿтĕлес тесе мăн хÿме çĕкленĕ. Хÿме леш енче çулла вĕçленсе пынăçемĕн Лешсем килеççĕ. Вĕсем сивĕпе тата вилĕмпе çыхăнса тăракан хăрушă вăй-хăватсем.
Калавăн пĕр пайĕ Вăстарăс чиккисен леш енче пулса иртет. Кун тухăç енче Эссĕс ятлă континет пур. Унта Вăстарăсри ĕлĕкхи патшасен йăхĕнчен упранса юлнă Тейенерис Таркарьен хăйне пулашакансене шырать. Çапла майпа вăл хăйĕн несĕлĕсен аллинче пулнă Тимĕр тенкеле тавăрасшăн. Çакна та каламалла, Тейенерис тĕнчери юлашки виçĕ Аçтахан амăшĕ пулса тăрать.
Ярăмри кĕнекесем
тӳрлетПаянхи куна пилĕк кĕнеке кун çути курнă.
- Патшасен вăййи (1996)
- Патшасен вăрçи (1998)
- Хĕçсен тăвăлĕ (2000)
- Пакăçсен уявĕ (2005)
- Ӑçтахасемпе ташлани (2011). Вырăсла икĕ пайпа тухнă:
- Аçтахасемпе ташлани: ĕмĕт тата тусан
- Аçтахасемпе ташлани: кĕл çийĕнчи хĕлхем
- The Winds of Winter / Хĕл çилĕсем (ĕçлĕ ячĕ) (2021)
- A Dream of Spring / Çуркунне пирки ĕмĕтленни (ĕçлĕ ячĕ)
Унсăр пуçне çумярăм та пур. Тункăппа Эк пирки хайланă повеç (акăлч. Tales of Dunk and Egg, АСТ издательствăра вăл "Çичĕ патшалăх çарçынни" ятпа тухнă. Кунти ĕç-пуç тĕп романринчен 90 çул маларах пулса иртет.
Шухăшласа кăларнă тĕнче
тӳрлетТĕнче истоийĕ
тӳрлетСăнласа паракан тĕнче историйĕпе хушса каланисем уйрăмах лайăх паллаштараççĕ. Вĕсем кашни кĕнеке хыçĕнчех пур.
Романăн тĕп ĕç-пуçĕ Вăстарăсри Çичĕ Патшалăхра пулса иртнĕрен-тĕр, кунти пулăмсене уйрăмах уççăн сăнласа панă. Вăстарăс - пысăк (калăпăшĕпе Кăнтăр Америкăпа танлаштарма пулать) континент. Унăн историйĕ сĕм авалтанпах йĕркеленет, 12 пин çул каяллах пуçланнă. Унта çулталăк тапхăрĕсем нумай çул тăсăлаççĕ. Ку тĕнчере пурăннă пĕрремĕш йăх - Вăрман Ачисем. Вĕсен ватă туррисене Çурçĕрте паян кун та пуç çапса пурăнаççĕ. Варман Ачисем - пĕчĕк кăна йăх. Вăл çутçанталăкпа тачă хутшăнура пурăнать, хăватлă асампа усă курать.
Пĕрремĕш çынсем
тӳрлетПĕрремеш çынсем - вăйлах аталанман çар çыннисен йăхĕ. Вĕсем туйран тунă хĕçсемпе (кăралпа) усă кураççĕ, унсăр пуçне юланутлă. Вăстарăса вĕсемтинĕс леш енчен, Эссĕс континентран куçса килнĕ. Ĕлĕк-авал ку континентсене типĕ çĕр сыпăнтарса тăнă (кайран ăна çĕмĕрнĕ), шăпах çак кĕперпе каçнă та вĕсем кунта. Нумай-нумай çул вĕсем Варман Ачисемпе вăрçнă. Çак хирĕçÿсем вара Пит Утравĕн килĕшĕвĕпе вĕçленнĕ. Унпа килĕшÿллĕн, Пĕрремĕш çынсем уçă çĕрсемпе хуçаланма тытăнаççĕ, Вăрман ачисем вара вăрмансенче юлаççĕ.
Çак килĕшĕве тăвата пин çул каялла кăштах пăрахăçлаççĕ. Сăлтавĕ пирки те каласа парар. Варман Ачисем пĕрремĕш çынсемпе кĕрешме тесе Лешсене кун çути параççĕ. Анчах та усал вăй-хăватсем хăвăрт кана хăйсен ирĕкĕллĕ пулса тăраççĕ. Вĕсем Вăстарăсăн кăнтăр еннелле вилĕм илсе самантрах анса пыраççĕ. Хăйсемпе пĕрле вара пĕр ăрулăх тăсăлакан каç тата вун-вун çула тăсăлнă хĕл илсе килеççĕ. Кун анăç Вăрçинче Лешсене Çурçĕре каялла хăваласа яма пултарнă. Ку тĕлĕшпе Пĕрремĕш Çынсем тата Вăрман Ачисем пĕрлешнĕ. Çак усалсем ан таврăнччăр тесе пăртан калама çук çÿллĕ Хÿме хăпартнă. Кайранхи ĕмĕрсем хушшинче Вăрман Ачисем хуллен-майĕпен пĕтсе пынă (вĕсенчен хаше-пĕри Хÿме леш енчи çĕр хăвăлĕсенче пурăнма пуçланă).
Анталсемпе ăруйнарсем
тӳрлетАнталсем кун тухăçри континентран Ансăр тинĕс урлă тăватă пин çул (е икĕ пин çул) каялла ишсе каçнă. Анталсем тимĕр хĕçсемпе (кăралпа), çапăçусенче лашасемпе усă курнă. Хăйсемпе пĕрле вĕсем Çиччĕшĕн ĕненĕвне илсе килсе килнĕ. Вĕсем Аррен йăлăмĕнче аннă та тепĕр темиçе çĕр çултан кăнтăрти мĕн пур патшалăха парăнтарнă. Анчах та çутçанталăк йывăрлăхĕсене пула вĕсем Çурçĕре парăнтарма пултарайман.
Вăхăт иртнĕçемĕн Вăстарăсра 6 вăйлă патшалăх йĕркеленет: Çурçĕр Патшалăхĕ, Тимĕр Утравсен Патшалăхĕ, Йăлăм Патшалăхĕ, Сăрт-ту Патшалăхĕ, Тăвăл çĕрĕсен Патшалăхĕ тата Анлăш Патшалăхĕ. Юханшыв çĕрĕсен Патшалăхĕ шучĕпе çиччĕмĕш пулнă. Анчах та ăна кÿршĕсем тăтăшах парăнтарнăран, пĕррехинче вăл çук пулнă. Кăнтăрти пуш-хирсенче йĕркеленнĕ патшалăхсем вара вĕтĕ, сапаланчăк пулнă, пĕр-пĕринпе вăрçса самаях вăйсăрланса çитнĕ пулнă.
Романти лару-тăру пуçланиччен пин çул маларах вара Эссĕс континентĕнчи Ăруйăн шывĕ хĕрринчен Вăстарăса таркăнсем тапса килеççĕ. Вĕсене инçетри Валири патшалăхĕ хăйсен çĕрĕсем çинчен хĕссе кăларнă. Ăруйнарсене Нимери ятлă патша-арăм ертсе килнĕ. Вĕсем Ансăр тинĕс урлă карапсем çине ларса ишсе каçнă та Вăстарăсăн кăнтăр пайĕнче чарăннă. Кунта çитсен ăруйнарсем вырăнти Мăрса Марттăл ĕмпÿпе тата унăн çыннисемпе пĕрлешнĕ, Турн çуруртрава парăнтарнă, тепĕр вăйлă патшалăх йĕркеленĕ.
Эйекун-çĕнтерÿçĕ
тӳрлетПилĕк ĕмĕр иртсен ÿссе пыракан Валири Ансăр тинĕс хĕррине те çитет. Аçтаха чулĕ утравпа усă курса ку патшалăх Вăстарăспа суту-илÿ çыхăнăвĕсем йĕркелет. Çакăн хыççăн тепĕр ĕмĕр иртет те Валирире пысăк, хăрушă инкек пулса иртет. Ăна Валири Пĕтни теççĕ. Çакăн хыççăн Аçтаха чулĕ çинче тĕпленнĕ Валири йăхĕ - Таркарьенсем - пĕр ĕмĕр пек вăй пухаççĕ те Эйекун-çĕнтерÿçĕ ертсе пынипе Вăстарăса парăнтараççĕ. Вĕсен вăйĕсем пысăках пулман пулин те, Кун Анăç тĕнчинчи юлашки виçĕ Аçтаха вĕсен аллинче пулнă. Çак чĕрчунсемпе усă курса Таркарьенсем çичĕ патшалăхран ултташне парăнтараççĕ. Анчах та Турн çав тери хаяр çапăçнă иккен. Çавăнпа та Эйекун вĕсене ирĕкре хăварма килĕшнĕ. Таркарьенсем Çиччĕшĕн Тӗнне йышăннă. Анчах та мăшăрланас йĕркине Валириринех сыхласа хăварна. Тĕн те, Вăстарăс йăлисем те тăвансем пĕрлешнине йышăнмасть, анчах та Валирире ку йĕркеллĕ пулнă-мĕн.
"Юррăн..." малтанхи кун-çулĕ
тӳрлетРоманти ĕç-пуç пуçланиччен 15 сул маларах Таркарьенсем ертÿçĕсем пулма пăрахаççĕ. Иккĕмĕш Эйерис патша (халăхра ăна "Ăссăр патша" теççĕ) ăссăрла тата тискеррĕн хăтланнăшăн Вăстарăсра халăх вăрçи пуçланать, вăл патшасен йăхне тĕп тăвать. Сумлă йăхсен пĕрлештернĕ çарĕсене Ăрупăрт Паратеун, Тăшун Аррен, Тайвин Ланнистер тата Эттăрт Старк ĕмпÿсем ертсе пынă. Çак çарсем Таркарьенсен çарĕсене аркатнă, патша эткерçине - Рейекăр Таркарьене вĕлернĕ. Анчах та патшан кĕçĕн ывăлĕ Висерис Таркарьен тата патшан йывăр хырăмлă арăмĕ çăлăнса юлаççĕ. Эйериса вара Тĕшеймĕ Ланнистер çарçă, Патша çарĕн çынни вĕлерет. Ăна çакăншăн Патша вилли теме пуçлаççĕ. Эйерис арăмĕ вара Тейенерис хĕрне çуратна чух вилет. Ăна кăшт маларах Эссĕсри Ирĕклĕ хуласене шанчăклă çыннисем куçарса янă пулнă. Çав вăхатрах Ăрупăрт Паратеон Тимĕр тенкел çине ларать, Серсея Ланнистера качча илет. Ку хĕрарăм ашшĕ - Тайвин Ланнистер - тĕп хулана Эйерис патшана сутса йышăнать,
Тĕнсем
тӳрлет"Юррăн..." тĕнчинче нумай тĕне ĕненеççĕ. Çичĕ Патшалăхри тĕп тĕн - Çиччĕшĕн Ĕненĕвĕ. Çĕршывăн хăш-пĕр пайĕнче Вата турăсене, Путнă турра, Çутă Патшине, Нумай питлĕ Турра, Аслă Ăйăра т.ыт.те ĕненни те сыхланса юлнă.
Пăхмалли
тӳрлетПалăртса калани
тӳрлет↑ Показывать компактно
- ↑ 1997 Hugo Awards Архивировано 7 мая 2011 года. Список номинантов и победителей Премии Хьюго за 1997 год
- ↑ Alter, Alexandra ‘Game of Thrones’ Writer George R.R. Martin Posts ‘Winds of Winter’ Novel Excerpt (англ.). The New York Times (3 April 2015). — «With the publicity boost from the HBO series, sales of the books have exploded, topping more than 60 million copies worldwide.». Дата обращения: 15 мая 2015.
- ↑ Flood, Alison 'George RR Martin revolutionised how people think about fantasy' (англ.). The Guardian (10 April 2014). Дата обращения: 15 мая 2015.
- ↑ Джордж Мартин Videogame Rights Optioned Not a blog. Livejournal. 08.06.2009
- ↑ Cyanide Studios Sings 'A Song of Ice and Fire' Voodoo Extreme VE3D. 12.05.2009
- ↑ Джордж Мартин рассчитывает дописать шестую часть саги "Песнь льда и огня" в 2021 году. ТАСС. Дата обращения: 26 июня 2020.
- ↑ Season 6 Is Coming
- ↑ Джордж Мартин в Торонто: не очень краткий отчет
- ↑ Not A Blog — Stuff and Nonsense (недоступная ссылка). Дата обращения: 2 июля 2012. Архивировано 15 февраля 2015 года.
- ↑ Not A Blog — Dunk and Egg (недоступная ссылка). Дата обращения: 6 ноября 2014. Архивировано 17 апреля 2014 года.
- ↑ 'Stubby the Rocket'. George R. R. Martin to Debut New Song of Ice and Fire Novella (англ.). Tor Books (23 января 2013). Дата обращения: 24 января 2013.Архивировано 2 февраля 2013 года.
- ↑ George RR Martin releases new chapter of The Winds of Winter
- ↑ Начиная с этой книги цикла появляется под именем Бессердечная.
- ↑ Как и в 6 сезоне сериала молодой Эддард Старк появляется в видениях своего среднего сына Брана Старка, когда последний видит события прошлого с помощью чардрева.
- ↑ Джон Сноу в 6 сезоне сериала был воскрешён магией Мелисандры.
- ↑ В 10 серии 6 сезона сериала Джейме Ланнистер остаётся в живых после событий в Речных Землях.
- ↑ В 8 серии 6 сезона сериала Бриенна Тарт остаётся в живых после событий в Речных Землях.
- ↑ Настоящий Пэйт из Цитадели был убит Алхимиком, который после этого принял облик Пэйта.
- ↑ Перейти обратно:1 2 3 A Taste of This, A Taste of That
- ↑ Odds and Ends (недоступная ссылка). Дата обращения: 5 апреля 2017.Архивировано 14 июля 2014 года.
- ↑ Hibberd, James George R.R. Martin on Dance With Dragons shocking twist.Entertainment Weekly (July 21, 2011). Дата обращения: 16 июля 2014.
- ↑ Перейти обратно:1 2 3 Dancing in Circles? (недоступная ссылка). Дата обращения: 17 июля 2016.Архивировано 18 марта 2012 года.
- ↑ Перейти обратно:1 2 EasterCon — Eat, Drink and talk SFF! (недоступная ссылка). Дата обращения: 19 апреля 2012. Архивировано 19 апреля 2012 года.
- ↑ deeper than swords export
- ↑ George R.R. Martin surprises «Song of Ice and Fire» fans with free chapter of next book
- ↑ Перейти обратно:1 2 3 JUEGOS DE TRONOS de George R.R Martin en la FIL de Guadalajara 2016
- ↑ George R.R. Martin discusses the nature of heroism at Balticon
- ↑ Dancing (недоступная ссылка). Дата обращения: 17 июля 2016. Архивировано18 марта 2012 года.
- ↑ A Taste of This, A Taste of That
- ↑ «Game of Thrones»: fans analizaron foto para descifrar capítulo
- ↑ GRRM reveals info on THE WINDS OF WINTER
- ↑ The Dragons Are Here
- ↑ How Much of George R. R. Martin’s The Winds of Winter is Out So Far?(March 27, 2014).
- ↑ Андалы | Энциклопедия Песни Льда и Пламени. 7kingdoms.ru. Дата обращения: 23 февраля 2020.
Литература
тӳрлет- Илья Оказов. Мир Джорджа Мартина (рус.) // Мир фантастики : журнал. — Москва: ТехноМир, 2003. — Вып. 1. — С. 37—39.