Пăнчăлăх
Пăнчăлах (типографикăра) — табуляторсен позицийĕсем хушшинчи черетленекен символсемпе (ытларах чухне, пăнчăсемпе) тултарнă уçлăх. Пăнчăлахсене час-часах кĕнекесен сыпăкĕсен ячĕссене стараницăсен номерĕсемпе çыхăнтарнă чухне усă кураççĕ. Сăмахран:
УМСĂМАХ..................10 СЫПĂК 1..................14 АЙСЫПĂК...............20 СЫПĂК 2..................46
Пăнчăлăхсене çавăн пекех поэзилле тата прозăлла текстсенче минус-йĕркесене кăтартма усă кураççĕ.