О. Генри
О. Ге́нри (акăл. O. Henry, чăн ячĕ Уи́льям Си́дни По́ртер, акăл. William Sydney Porter; 11.09.1862, Гринсборо, Çурçĕр Каролина — 05.06.1910, Нью-Йорк) — американ çыравçи, пурĕ те йышăннипе, кĕске калав ăсти. Унăн новеллисенче çинçе юмор тата кĕтмен çĕртен пулса кайни.
О. Генри | |
акăл. O. Henry | |
Çуралнă чухнехи ят: | Уильям Сидни Портер |
---|---|
Суя ятсем: | O. Henry, Olivier Henry |
Çуралнă вырăн: | Гринсборо, Çурçĕр Каролина, АПШ |
Ĕçлев тĕсĕ: | XX ĕмĕрти американ прозăçи, фармацевт (профессипе) |
Пултарулăх çулĕсем: | 1899—1910 |
Тĕлĕ: | юмор |
Жанр: | новелла |
Ĕçсен чĕлхи: | акăлчан чĕлхи |
Дебют: | «Рождественский подарок Дика-Свистуна» (1899) |
Пултару ĕçĕсем Викивулавăшра. |
Биографи
тӳрлетУильям Сидни Портер 1862 çулхи авăнăн 11-мĕшĕнче Гринсборо хулара тухтăр килйышĕнче çуралнă, акăлчан тата голланд колонисчĕсен кăкĕнчен тухнăскер. Унăн куккăшĕ 1865—1868 çулсенче Çурçĕр Каролина кĕпĕрнетĕрĕ пулнă[1].
Виçĕ çулта чухне амăшĕ туберкулёз чирĕпе çĕре кĕнĕ, вара ачана Эвелина Портер, ашшĕ енчен аппăшĕ (унăн харпăр шкулне тытнă), çитĕнтернĕ. Шкулта вĕренсе тухсан, 16 çулта куккăшĕн аптекинче фармацевт-сутăç пулса ĕçленĕ (1878). Хăвăрт вĕренсе, 1879 çулта фармацевт лицензине тивĕçнĕ. Виçĕ çултан, 1881 çулта туберкулёз чирĕн симптомĕсем хаярланнипе климăта улăштармашкăн Техаса тухса кайнă.
Унта вăл палланă Холл тухтăр ывăлĕн — Ричард Холл — ранчинче пурăннă, ĕçлесе пулăшнă (эрнере 2-3 хутчен Конулл хуларан почтă турттарнă, ковбойсем валли апат хатĕрленĕ), анчах та ĕçлемен, шалу илмен те апатланса пурăннăшăн укçа тӳлемен. Тепĕр ик çултан, сывалса çирĕпленсен, Остина (Техас) куçнă, унта тĕрлĕ профессипе хăтланнă — риэлтор фирминче бухгалтер, çĕр тытăмлавĕнче чертёжник пулса ĕçленĕ.
Çамрăк авланман каччă Портер пĕрлĕх пурнăçне Остинре туса пынă. Çивĕч ăслăскер, сăмаха кивçен илмесĕрех калаçма пултарнăскер, мусăка юратнă: гитарăпа мандолина çинче вылянă, Сăв. Тавит епископ чиркĕвĕн хорĕнче юрланă, хулари çамрăк хĕрарăмсем валли серенадăсем шăрантарнă «Hill City Quartette» ушкăнне кĕнĕ.
Портер пуян çемьере çитĕннĕ 17 çулти Атоль Эстесе тĕл пулнă. Историксен шухăшĕпе, Портерпе Атоль Техас штатĕнчи Капитолие чул хунă чухне 1885 çулхи пушăн 2-мĕшĕнче паллашнă. Амăшĕ хĕрне, туберкулёзпе чирлĕ тесе, парасшăн пулман. 1887 çулхи утăн 1-мĕшĕнче Портерпе Атоль тухса тараççĕ, Р. К. Смут Вăта пресвитериан чиркĕвĕ пасторĕн хăнасен пӳлĕмĕнче венчете тăнă. Мăшăр мусăк тата театр коллективĕсен пултарулăхне хутшăннă, çаплах Атоль упăшкине çырмашкăн хавхалантарнă. 1888 çулта Атоль ывăл çуратнă (темиçе сехетрен вилнĕ), кайран 1889 çулхи авăн уйăхĕнче Маргарет Уорт Портер хĕрачана çуратнă.
Библиографи
тӳрлет- «Корольсем тата купăста» (роман)
- Калавсен пуххисем
- «Тăватă миллион», 1906
- «Çунакан çуткăç», 1907
- «Анăç чĕри», 1907
- «Пархатарлă жулик», 1908
- «Пысăк хула сасси», 1908
- «Шăпа çулĕсем», 1909
- «На выбор», 1909
- «Коловращение», 1910
- «Ĕçлĕ çынсем», 1910
- «Шестёрки-семёрки» или «Всего понемножку», 1911 (вилнĕ хыççăн)
- «Под лежачий камень», 1912 (вилнĕ хыççăн)
- «Остатки», 1917 (вилнĕ хыççăн)
Литература
тӳрлет- Внуков Н. А. Тот, кто называл себя О. Генри. — Л.: Детская литература, 1969.
- Дженнингс Э. О. Генри на дне / Пер. с англ. Н. Ф. Давыдовой под ред. В. А. Азова. — М.: Госиздат, 1926.
- Левидова И. М. О. Генри и его новелла. — М.: Художественная литература, 1973.
- Танасейчук А. Б. О. Генри. — М.: Молодая гвардия, 2013. — (Жизнь замечательных людей). — ISBN 978-5-235-03591-1
- В. М. Фриче Три американца // Новый мир : журнал. — 1925. — № 5.
- The Complete Works of O. Henry, Nelson Doubleday, Garden City, N.-Y., 1927
- O. Henry. A Biography, by Alphonse Smith.
- Е. О’Brien в кн. The Advance of the American short-story, N.-Y., 1923
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Ксенофонтов А. Б. О. Генри // Энциклопедия «Вокруг Света». 2018 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.
Каçăсем
тӳрлет- О. Генри — о творчестве писателя
- — Живой Журналри этем пĕрлĕхĕн теми «О. Генри»
- Марина Ефимова. Поверх барьеров: Кто не любит писателя О. Генри? (с 21:33) // Радио Свобода, 24.06.2000