Аҫтахана тытни
«Аҫтахана тытни» — Латиф Файзиев режиссёр 1986 çулта ӳнерленĕ совет фильмĕ.
Аҫтахана тытни | |
Охота на дракона (La Caza del dragón) | |
Жанр | политика детективĕ |
---|---|
Режиссёр | Латиф Файзиев |
Сценари авторĕ |
Николай Иванов |
Оператор | Леонид Травицкий |
Композитор | Михаил Зив |
Кинокомпани | Совинфильм, Узбекфильм, «ИНСИНЭ» (Никарагуа) хутшăннипе |
Тăсăлу | 98 мин. |
Патшалăх |
ССРП Никарагуа |
Çул | 1986 |
Фильма 15,2 млн çын пăхнă.
Сюжет
тӳрлетШухăшласа кăларнă Гуадиана патшалăхĕ — Никарагуа çине кăтартниех пулать[1], фильма унти граждан вăрçин хаяр тапхăрĕ чухне çапса илнĕ.
Латынь Америкăри патшалăх — Гуадиана — хăйĕн ирĕклĕхне çĕнсе илсе социализм еннелле аталанса пырас çул çине тăма шухăш тытнă. АПШ ятарлă хĕсмечĕсем республикăн революци правительствине çапса ӳкересшĕн пулнă. Çак тĕллевпе кӳршĕлле вырнаçнă Санто-Рико çĕршывĕнче «климат хĕçпăшалĕпе» тытăмлакан вăрттăн объект туса лартнă, вара çав тери хаяр тăвăлсем Гуадиана çине килеççĕ, патшалăхăн инфраструктурине тата экономикине çĕмĕреççĕ. Гуадианăра урагансем сиксе тухнине тĕпчемешкĕн совет метеоролог-ăсчахĕ Саид Ходжаев килет. АПШ хăйсен ирсĕр ĕçĕ тăрă шыв çине тухасран хăраса Гуадианăна Берт полковника диверси группипе яраççĕ…
Совет кинематографисчĕсем Никарагуари коллегăсемпе çĕнĕ «Охота на дракона» фильма ӳнерлерĕç… Кун чухнехи метеорологи сферинчи çĕнĕ хĕçпăшалпа питĕ хăватлă импери хăйĕн пăхăнманлăхĕшĕн кĕрешекен Латынь Америкăри çĕршыва хирĕç ускураççĕ.
Ҫӑлкуҫри текст(исп.)colaboracion de cineASTAs DE LA URSS YAMERICA LATINA Los cineastas soviéticos junto con sus colegas de Nicaragua crearon un nuevo film político “La caza del dragón" que se estrena - dada en el género de ficción, trata de \éluen las pantallas moscovitas. La cha de las fuerzas progresistas c9átá una nueva arma, esta vez meteorológica, creada por una super potencia imperálista, utilizada contra un pequeño país latinoamericano que emprendió la vía dé la independencia.— Куба çыравçисен тата ӳкерçисен пĕрлешĕвĕн хаçачĕ(UNEAC) «La Gaceta de Cuba», 1987
Рольсенче
тӳрлет- Алишер Пирмухамедов — Саид Ходжаев
- Мирдза Мартинсоне — Иветта Леденф
- Альберт Филозов — полковник Берт
- Баходыр Юлдашев — Карлос
- Борис Зайденберг — Франц Брокман, сăваплă атте
- Лембит Ульфсак — Аллан Мак Ги, американ тележурналисчĕ
Ӳнерлекен ушкăн
тӳрлет- Режиссёр — Латиф Файзиев
- Сценари авторĕ — Николай Иванов
- Оператор — Леонид Травицкий
- Композитор — Михаил Зив
Литература
тӳрлет- Черненко М. — «Охота на дракона» // Спутник кинозрителя, № 2, 1987. — стр. 6-7
- Фролова С. — Место съёмок — Никарагуа (О съёмках фильма «Охота на дракона») // Правда Востока, 18 апреля 1986
- Тухватуллина Э. — Кино против зловещих планов (O новом худож . фильме «Охота на дракона») // Правда Востока, 29 июля 1986
- Охота на дракона // Советские художественные фильмы: 1986—1987. — М.: Нива России, 1995. — стр. 122
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Фёдоров А. В. — Советская кинофантастика в зеркале кинокритики и зрительских мнений. М.: ОД «Информация для всех», 2021. — 170 с. — стр. 69
Ку совет кинофильмĕ пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |