Оператор (математика)
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Оператор пăхăр.
Опера́тор (каярахри латтынь чĕлхипе: operator — ĕçлекен, пурнăçлакан, operor — ĕçлетĕп, тăватăп) — мĕнле те пулин туллилетекен тытăмлă (рет, топологи, алгебрăлла операцисем) йышсене математикăлла çыхăнтарни. Оператор текен ăнлава математикăн тĕрлĕ уйрăмĕсенче ытти çыхăнтаравсенчен (тĕпрен илсен, хисеп функцийĕсенчен) уйăрма усă кураççĕ; тĕллĕхлĕ пĕлтерĕш контекстран килет, сăмахран, функционаллă анализра пĕр функцисене тепĕр функцисемпе тĕл килтерекен çыхăнтаравсене калаççĕ («функцисен функцийĕ» тени вырăнне «функцисен уçлăхĕнчи оператор»).
Операторсен хăшпĕр тĕсĕсем:
- Функцисен (Дифференцилев, интеграллав, тĕшĕпе конволюци, функционаллă анализри Фурье трансформацийĕ) уçлăхĕсенчи операторсем;
- Линилле алгебрăра векторла уçлăхсем хушшинчи (проекторсем, координатсене çавăрнисем, гомотетисем, вектора матрица çине хутланисем) çыхăнтаравсем (уйрăмах линиллисем);
- Дискретлă математикăра умлăн-хыçлăнлăхсене трансформацилени (дискретлă сигналсен конволюцийĕсем, медианăлла фильтр).
Çавăн пекех
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлетВуламалли
тӳрлет- (1995) Оператор. Математический энциклопедический словарь. Гл. ред. Ю. В. Прохоров. М.: «Большая российская энциклопедия».