Олимпири Зевс кĕлетки
Олимпири Зевс кĕлетки, — авалхи Грецири паллă скульптор Фидий ĕçĕ, «Тĕнчен çичĕ тĕлентермĕшĕ» шутне кĕрет. Вăл Олимпири храмăн пысăк залĕнче вырнаçнă. Çав вăхăтра авалхи грексен обществин пурнăçĕнче тĕн, искусство тата спорт тачă çыхăннă.
14 метр çӳллĕш Зевс Олимп храмĕн пысăк залĕнче ылтăнран, пил шăмминчен, хура йывăçран тата хаклă йышши чулсенчен тунă трон çинче тăрать. Пĕр аллинче вăл çĕнтерӳ туррин ылтăн кĕлеткине тытнă, тепринпе ăмăрт кайăкпа скиптер çине тайăннă. Куракансене Зевс халь-халь тăрать пек туйăннă.
Сакăр ĕмĕр çак статуя чиркĕве пыракансене тĕлĕнтернĕ. Каярах ăна Константинополе илсе кайнă. Унта вăл пирĕн эрăри V ĕмĕрте пушарта çунса сиенленнĕ.