Пăлан сунарĕ

(Оленья охота ҫинчен куҫарнӑ)

«Пăлан сунарĕ» (выр. Оленья охота) — 1981 çулта Горький киностудийĕн Ялтăри филиалĕнче Юрий Борецкий режиссёр Совет Союзĕн Паттăрĕ Михаил Прудников сценарипе ӳнерленĕ совет илемлĕ фильмĕ.

Пăлан сунарĕ
Оленья охота
Фильм постерĕ
Жанр вăрçăлли, драма
Режиссёр Юрий Борецкий
Сценари
авторĕ
Михаил Прудников
Оператор Александр Масс
Композитор Евгений Птичкин
Кинокомпани М. Горький ячĕллĕ киностуди, Ялтăри филиалĕ, Пĕрремĕш пултарулăх пĕрлешĕнĕвĕ
Тăсăлу 73 мин.
Патшалăх ССРП
Чĕлхе вырăс
Çул 1981
IMDb ID 0237516

Сюжет

тӳрлет

Фильмри ĕçсем 1942 çулта пулса иртеççĕ. Пысăках мар чукун çул пуйăсĕ Двинскри (халĕ Даугавпилс) ача-пăча çуртĕнчен ачасене вăрçăран аяккалла турттарса каяканскер, нимĕçсен бомбардировки айне пулать. Çакăн хыççăн ачасем нацистсем оккупациленĕ территорие, беларуссен партизан ушкăнĕ çапăçакан района, лекеççĕ. Нимĕçсем «Пăлан сунарĕ» операцие хатĕрлеççĕ: ачасене çăлассипе астарса беларус партизанĕсене вăрмантан кăларса пĕтерме шутлаççĕ. Анчах та беларус патриочĕсем ачасене тăшман тыткăнĕнчен çăлмашкăн хăйсен операцине хатĕрленеççĕ.

Рольсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет