Одиша
Одиша ( , ория ଓଡ଼ିଶା, санскр. उड़ीसा, акăл. Odisha), маларах Орисса — Индин хӗвелтухӑҫ енче вырнаҫнӑ штачӗ. Тӗп хули тата чи пысӑк хули — Бхубанешвар. Халӑхӗ — 41 947 358 ҫын (штатсем хушшинче 11-мӗш вырӑнта, 2011 ҫулхи даннӑйсем). 2011 ҫулхи чӳкӗн 4-мӗшӗнче штат ятне официаллӑ майпа «Ориссаран» «Одиша» ҫине улӑштарнӑ.
Инди океанӗ хӗрринче порт йӗркелеме, Парадипсӑр пуҫне, меллӗ вырӑнсем ҫук. Маханади юханшывӗн ҫыран хӗрри тата унӑн вӑрри питӗ пулӑхлӑ. Ҫумӑрсем тӑтӑш та вӑйлӑ ҫунине пула ҫулталӑкне икӗ хут тыр-пул туса илеҫҫӗ.
Географи
тӳрлетОдиша лаптӑкӗ 155 707 км² танлашать (9-мӗш вырӑн). Физикӑпа географи уйрӑмлӑхӗсене илсен штата 5 тӗп района пайлама пулать:
- Тухӑҫ енчи ҫыран тӳремӗ
- Вӑтам тӑрӑхри тӳпемсем
- Тӗп плато
- Анӑҫ енчи сӑртсем
- Тӗп юханшыв айлӑмӗсем
Ҫыран хӗрринчи тӳремлӗх Бенгали кӳлмекӗн пӗтӗм ҫыранӗ хӗррипе тӑсӑлать, ун шутне регионти пысӑк юханшывсен вӑррисем тата питӗ йышлӑ кӳлӗсем кӗреҫҫӗ. Вӑтам тӑрӑхри сӑртлӑ-туллӑ лаптӑк штат территорийӗн виҫӗ тӑваттӑмӗш пайне йышӑнать, ытларахӑшӗнче Тухӑҫри Гхат вырнаҫнӑ. Гхат темиҫе айлӑмпа вӗҫленет, регионӑн вӑтам ҫӳллӗшӗ — тинӗс шайӗнчен 900 м яхӑн. Анӑҫ енчи сӑртлӑхсем платоран кӑшт лутрарах, вӗсен ҫӳллӗшӗ — 153-рен 305 м таран ҫеҫ.
Штатӑн чи пысӑк юханшывӗ — Маханади, Чхаттисгарх штатра пуҫланса Одиша территорипе юхса иртет те Бенгали кӳлмекне юхса кӗрет. Одишан ҫыран хӗрринчи тӳремлӗхӗн кӑнтӑр пайӗнче Чилика тӑварлӑ кӳлӗ вырнаҫнӑ, унӑн лаптӑкӗ тӗрлӗ вӑхӑтра 906-1165 ҫм² танлашать.
Штат кун-ҫулӗ
тӳрлетШӑпах ҫак штат авалхи Калинга патшалӑхӗн тӗп пайӗ пулнӑ — Чандрагупта Маурья ҫӗрсене ярса илнӗ вӑхӑтра никама пӑхӑнманлӑха упраса хӑварнӑ Индин йышлах мар регионӗсенчен пӗри. Авалтарахри малтанхи тапхӑр пирки Нандарадж ятлӑ Калинга патшана вӗлерни ҫинчен асӑнакан Слонсен ҫӗр хӑвӑлӗнче ҫырса хӑварнинче[4] пӗлме пулать. Нандарадж ят Александр Македонскипе ҫапӑҫнӑ Нанда йӑхӗнчи ҫын пирки систерет, ҫакӑн пирки тӗплӗнрех антика ҫӑлкуҫӗсем (сӑмахран, Мегасфенӑн Индики[5] ) пӗлтереҫҫӗ. Ку вӑл аннексилени ҫинчен[6] е йӑхсене пӗрлештерекен мӑшӑрлану урлӑ пуҫлӑха ларнине пӗлтерет. Кирек мӗнле пулсан та, пирӗн эрӑчченхи III ӗмӗрӗн иккӗмӗш чӗрӗкӗ тӗлне вӑл никама пӑхӑнман патшалӑх пулнӑ.
Ӑна пӑхӑнтарас тесе (Калинга вӑрҫи пӑх) ҫӗнӗ Маурьев йӑхӗнчи ҫӗнӗ самрачӗ[7] Ашока пуҫӑннӑ, пирӗн эрӑчченхи 260 ҫ. тӗлне вӑрҫа пӗтерсе вӑл кунта хӑйне евӗр геноцид ирттернӗ (вилнисене йышӗ 100.000 яхӑн пулнӑ, ҫав шутра хӗрарӑмсемпе ачасем те, 150.000 яхӑн ҫынна ирӗксӗрлесе чуралӑха хӑваласа кайнӑ), халапа ӗненсен вара шӑп ҫакӑ ӑна веда йӑли-йӗркинчен урӑхларах альтернативӑллӑ тӗнсенче чун лӑпкӑлӑхне шырама хистенӗ те[8]. Ку шӑпах буддизм пулнӑ-и, е джайнизм, е адживика вӗрентӗвӗ, чӑн та халӗ те тавлашаҫҫӗ. Апла-и, капла-и, анчах шӑп та Ашока вӑхӑтӗнче ҫак маргиналлӑ антибрахма тӗнӗсем Индире чӑннипех те вӑйлӑ сарӑлнӑ[9], вӗсене официаллӑ майпа йышӑнни вара субконтинентра ҫырулӑха та (сӑмах май, джайн библиотекисем Индире чи авалхисем шутланаҫҫӗ[10]), монументлӑ ӳнере те (Маврий ӳнерӗ пӑх) аталанма май панӑ. Пӗтӗмлетсе каласан пӗтӗм ҫак япаласене ҫул уҫса параканни Калинга патшалӑхӗпе Ашока Маурья пӗр-пӗрне хирӗҫ тӑни пулнӑ.
Ашока тӑхӑмӗсен вӑхӑтӗнче вӑл часах хӑйӗн никама пӑхӑнманлӑхне тавӑрнӑ. Питӗ паллӑ Кхаравела ятлӑ Калинга патши вӑхӑтӗнче (пирӗн эрӑчченхи I ӗмӗр пуҫламӑшӗ) патшалӑх тӗрекленсе кӑна мар, самай хӑватланса ҫитнӗ, вӑл Магадха патшалӑха та вӑхӑтлӑха парӑнтарма пултарнӑ.
Ку тӑрӑха тата унӑн халӑхне «Махабхарата» авалхи инди эпосӗнче асӑннӑ, унта, сӑмахран, вӗсем питӗ авалхи тата йышлӑ пулни пирки каланӑ (Калинга пӑх[11]).
Ҫӗрсене сӑнласа паракан антика ҫӑлкуҫӗсем (тӗслӗхрен Аслӑ Плиний), Индире тӗлӗнмелле халӑха асӑнаҫҫӗ, вӗсем пурӗ те 8 ҫул кӑна пурӑнаҫҫӗ имӗш. Пысӑк хуласене асӑннӑ, сӑмахран, Dandagula (Dandaguda) тата Parthalis (Protalis) йышшисене[12].
Гуптсен династийӗ вӑхӑтӗнче Калинга каллех хӑйӗн пӑхӑнманлӑхне ҫухатнӑ. Аталану ҫуккине пула кунти тӑрӑх юхӑнса юлнӑ, ҫакена Китай ҫутҫанталӑк тӗпчевҫи Сюаньцзан палӑртса хӑварнӑ.
VIII ӗмӗрте ӑна Пала Бенгали династийӗн патшалӑхӗ йышне кӗртнӗ. Ҫав вӑхӑтран пуҫласа унӑн лаптӑкӗнче тӗп чӗлхе вырӑнӗнче бенгали чӗлхине ҫывӑх ория чӗлхи пулса тӑнӑ. Пурӑна киле регионта пуҫ пулса тӑракан халӑх ячӗпе ку тӑрӑха «Одиша» ятпа калама тытӑннӑ та.
Одиша территорийӗнчи историпе культура процесӗсене акӑлчан чӗлхиллӗ темиҫе питӗ кӑсӑклӑ материалта ҫутатса панӑ[13][14][15].
Архитектури
тӳрлетАвалхи регион хӑйӗн аваллӑхӗ пирки йышлӑ истори палӑкӗсенче упрать.
Хальхи вӑхӑтра штат хӑйӗн храм комплексӗсемпе чапа тухнӑ — чи малтанах Конаракри Хӗвел храмӗпе, Пурири Джаганнатхи храмӗпе тата Бхубанешварти Лингараджа храмӗпе. Ҫавӑн пекех Чаураси ялӗнче вырнаҫнӑ Бхубанешварти Байтал храмӗпе Варахи храмӗ те питӗ паллӑ.
Регионӑн чылай хӑйне евӗрлӗ архитектура йӑли пур[16]. Одишӑри культ ҫурчӗсем валли Deuḷa сӑмахпа усӑ кураҫҫӗ. Храмсен виҫӗ стилистика тӗсне уйӑраҫҫӗ: Rekha Deula, Pidha Deula — Вишну, Шива тата Сӑр символикипе ҫыхӑннисене, — тата Khakhara Deula, вӗсем Дургипе Чамунда стилистикипе ҫыхӑннӑ.
Пӗтӗмӗшле илсен, индуистсен «Вӑрманпа витӗннӗ тусем» стилистикине тӗпе хурса ӑсталанӑскерсем Калинга храмӗсем этем кӗлеткин анатомине те сӑнласа параҫҫӗ, ҫакӑ планировкӑра та, терминологире те палӑрать. Тӗслӗхрен, тӗп планировка Bāḍa (урасем), Ganḍi (кӗлетке) тата Cuḷa/Mastaka (пуҫ) ҫине пайланать, ҫакӑ калӑпланинче те, ӗненекенсем ҫак пайсене мӗнле пахаланинче те, хӑйсене епле тытассин культуринче те палӑрать.
Калинга патшалӑхӗн ӑстисен культурипе пултарулӑхне авалтанпах шактизм идеологиӗ витӗмленӗ. Регионти типлӑ Deuḷa-сен алӑкӗ ҫинчи тӗп храм оберегӗ (lalatabimba) ытларах чухне лалитасана тыткаларӑш мелӗпе вырнаҫнӑ Гаджа-Лакшмине сӑнлать. Хирадеви майра-патша влаҫра ларнӑ вӑхӑта (IX ӗмӗр) палӑртакан вырӑнти Чаусанти Йогини тантра храмне те асӑнмасӑр хӑвармалла мар.
Халӑх йышӗ
тӳрлетЯчӗ «ория» этнонимран пулса кайнӑ — ҫак штат тӗп халӑх ятӗнчен[17].
Апла пулин те, Одишӑн авалхи халӑхне — малтан кунта Калинга патшалӑхӗ пулнӑ май — халӗ сахал йышлӑ шутланакан Кхонда[18] тухӑҫ-дравидсен йӑхӗсемпе тата Бондо австронезисемпе (мунда чӗлхисен тӑванла калаҫӑвӗсемпе калаҫаҫҫӗ) ҫыхӑнтарма пулать. Вӗсем те, кусем те Индири кӑк халӑх шутланакан адиваси шутне кӗреҫҫӗ[19].
2001 ҫулхи халӑх ҫыравӗпе Одишари халӑх йышӗ 36 706 920 ҫын пулнӑ; 50,89 % арҫынсем, 49,11 % — хӗрарӑмсем. Халӑх йышлӑхӗ — 236 ҫын/ҫм². Ял халӑхӗ — 85,01 %, хула халӑхӗ — 14,99 %. Регионӑн тӗп этнос ушкӑнӗ — ория. Халӑхӑн 83,2 % ория чӗлхипе калаҫать; 2,8 % — хинди чӗлхипе; 2,5 % — куи ҫинче; 2,5 % — санталипе; 1,9 % — телугӑпа; 1,7 % — урдулла; 1,3 % — бенгалилле. Регионта сарӑлнӑ тӗрлӗ австроази тата дравид чӗлхисемпе калаҫакансем те пур, анчах та вӗсен йышӗ питӗ пӗчӗк.
Халӑхӑн 94,4 % индуизм тӗнне тытса пырать, христианлӑха — 2,4 %, ислама — 2,1 %, урӑх тӗнсене — 1,1 %. Халӑхӑн хутла пӗлнин шайӗ 63,61 %; арҫынсен ку виҫе — 75,95 %, хӗрарӑмсен — 50,97 % танлашать. 2000 ҫулхи кӑтартусем тӑрӑх, халӑхӑн 47 % ытла пайӗ ытла та чухӑн пурӑнать, Индири вӑтам кӑтартӑвне илсен ку ытла та пысӑк. 1000 ҫын пуҫне 23,2 ҫын ҫуралать; вилекенсен йышӗ — 1000 ҫын ҫине 9,1 ҫын.
Административлӑ пайланӑвӗ
тӳрлет№ | Округ (чӑв.) | Округ (акӑл.) | Халӑх йышӗ, ҫын (2001) |
Лаптӑкӗ, км² |
Халӑх йышлӑхӗ, ҫын/км² |
---|---|---|---|---|---|
1 | Ангул | Angul | 1 139 341 | 6347 | 180 |
2 | Боудх | Boudh | 373 038 | 4289 | 87 |
3 | Бхадрак | Bhadrak | 1 332 249 | 2788 | 478 |
4 | Балангир | Balangir | 1 335 760 | 6552 | 204 |
5 | Баргарх | Bargarh | 1 345 601 | 5832 | 231 |
6 | Баласор | Balasore | 2 023 056 | 3706 | 546 |
7 | Катака | Cuttack | 2 340 686 | 3915 | 598 |
8 | Деогарх | Debagarh | 274 095 | 2781 | 99 |
9 | Дхенканал | Dhenkanal | 1 065 983 | 4597 | 232 |
10 | Ганджам | Ganjam | 3 136 937 | 8033 | 391 |
11 | Гаджапати | Gajapati | 518 448 | 3056 | 170 |
12 | Джхарсугуда | Jharsuguda | 509 056 | 2202 | 231 |
13 | Джаджпур | Jajpur | 1 622 868 | 2885 | 563 |
14 | Джагатсингхпур | Jagatsinghpur | 1 056 556 | 1759 | 601 |
15 | Кхурда | Khordha | 1 874 405 | 2888 | 649 |
16 | Кендуджхар | Kendujhar | 1 561 990 | 8240 | 188 |
17 | Калаханди | Kalahandi | 1 334 372 | 8197 | 163 |
18 | Кандхамал | Kandhamal | 647 912 | 6004 | 108 |
19 | Корапут | Koraput | 1 177 954 | 8534 | 138 |
20 | Кендрапара | Kendrapara | 1 301 856 | 2546 | 511 |
21 | Малкангири | Malkangiri | 480 232 | 6115 | 79 |
22 | Маюрбхандж | Mayurbhanj | 2 221 782 | 10 418 | 213 |
23 | Набарангпур | Nabarangapur | 1 018 171 | 5135 | 198 |
24 | Нуапада | Nuapada | 530 524 | 3408 | 156 |
25 | Наягарх | Nayagarh | 863 934 | 3954 | 218 |
26 | Пури | Puri | 1 498 604 | 3055 | 491 |
27 | Раягада | Rayagada | 823 019 | 7585 | 109 |
28 | Самбалпур | Sambalpur | 928 889 | 6702 | 139 |
29 | Субарнапур | Subarnapur | 540 659 | 2284 | 237 |
30 | Сундаргарх | Sundargarh | 1 829 412 | 9942 | 184 |
Экономика
тӳрлетОдиша ҫӗр айӗнчи пурлӑхсенче ҫӗр кӑмрӑкӗ, тимӗр тӑпра, боксит, хромит, алюмини чылай упранать. Кунта металлургипе нефтьпе хими отраслӗсем вӑйлӑ аталаннӑ. Штатӑн тинӗс ҫыранӗ анлӑ сарӑлса выртни тата транспорт тӗлӗшӗнчен ӑнӑҫлӑ вырнаҫни пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Сӑрт-ту промышленноҫӗпе металлурги отраслӗсене штат инвесторсене йышлӑн хутшӑнтарать. Информаци технологийӗсен отраслӗ те аталаннӑ.
Спорт
тӳрлет2018 тата 2023 ҫулсенче Одиша штатӗнче ҫерем ҫинче хоккей енӗпе тӗнче чемпионачӗсем иртнӗ. 2023 ҫулта Руркела хулинче 20 пин ытла куракана вырнаҫтарма пултаракан курӑк ҫинчи хоккей валли ҫӗршывӑн чи пысӑк стадионне уҫнӑ[20]. Бирса Мунда ячӗпе хисепленекен хоккей стадионӗ халӑха вырнаҫтарас тӗлӗшпе тӗнчере тӑваттӑмӗш вырӑнта тӑрать[21].
Тӗн
тӳрлетШтат халӑхӗн чылайӑшӗ — индуизм тӗнӗн тӗрлӗ юхӑмӗсене ӗненекенсем. Вӗсенчен чылайӑшӗ — шактистсем, шиваитсем тата вишнуитсем. Вайшнавизмӑн чи чаплӑ сӑваплӑ вырӑнӗсенчен пӗри, Пурири Джаганнатха храмӗ вырнаҫнине пула Вишнуизм (тепӗр ячӗ — вайшнавизм) уйрӑмах Одишара сарӑлнӑ. Одиша вайшнавӗсен ытларах пайӗ вайшнавизмӑн бенгали юхӑмӗн гауди-вайшнавизмӗ шутне кӗрет.
2008 ҫулта штатра христиансене тустарнӑ чухне 50 пин христиан хӑйӗн килӗсене пӑрахса кайнӑ, 81 ҫын вилнӗ, 4677 ҫурта, 236 храма тата 36 мӑнастире аркатса ҫунтарса янӑ[22][23][24].
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
тӳрлетӐнлантарусем
тӳрлет- ^ https://www.newindianexpress.com/states/odisha/2024/Jun/12/pleasant-surprise-for-family-of-odisha-cm-designate-mohan-charan-majhi
- ^ 1, 2 тата 3 2011 census of India
- ^ 1, 2, 3 тата 4 http://www.censusindia.gov.in/pca/DDW_PCA0000_2011_Indiastatedist.xlsx
- ^ Epigraphia Indica. — Шаблон:Указание места в библиоссылке: Manager of Publications, 1933. — Т. XX (1929-30). — С. 86—89. Архивировано 3 Пуш уйӑхӗн 2016 года.К:Википедия:Статьи с некорректным использованием шаблонов:Книга (указан archiveurl)
- ^ Indika (акăлч.). çăлкуçран архивланă 10 Раштав уйӑхӗн 2008.
- ^ +Raychaudhuri, H. C.; Mukherjee, B. N.
−{{{2}}} Political History of Ancient India: From the Accession of Parikshit to the Extinction of the Gupta Dynasty. — Oxford University Press, 1996. — С. 204–209; 270–271.. — ISBN 0195637895. - ^ «Императора» палӑртма усӑ куракан санскрит терминӗ. «пурне те алӑра тытакан», «махараджӑсен махаради» пек палӑртма пулать. Махабхарата эпосра ҫак титулшӑн Кауравсемпе Пандавсен кланӗсем кӗрешнӗ.
- ^ Guruge, Ananda W. P. {{{пуçелĕк}}}. — Buddhist Publication Society. — ISBN 978-955-24-0065-0.
- ^ +Hermann Kulke, Dietmar Rothermund
−{{{2}}} A History of India. — 4th ed.. — Шаблон:Указание места в библиоссылке: Routledge, 2004. — С. 67. — 432 + XII с. — ISBN 0-203-39126-8. Архивировано 17 Раштав уйӑхӗн 2019 года.К:Википедия:Статьи с некорректным использованием шаблонов:Книга (указан archiveurl) - ^ John E. Cort {{{пуçелĕк}}}. — В. {{{кăларăм}}}. — Т. 115.
- ^ +Dineschandra Sircar
−{{{2}}} Studies in the Geography of Ancient and Medieval India. — Motilal Banarsidass, 1971. — С. 168. — ISBN 978-81-208-0690-0. - ^ +Плиний Старший
−{{{2}}} Естественная история. — Т. VI, 21–22. Архивировано 21 Кӑрлач уйӑхӗн 2023 года.К:Википедия:Статьи с некорректным использованием шаблонов:Книга (указан archiveurl) - ^ Tripathy, Balaram Early Historic Cultures of Orissa. — 2007. — С. 1—19.
- ^ Schnepel, Burkhard Durga and the King: Ethnohistorical Aspects of Politico-Ritual Life in a South Orissan Jungle Kingdom. — Т. 1. — № 1.
- ^ Sahu, Bhairabi Prasad Recent Perspectives of the State and Debates in Early Indian History. — 2012. — Т. 39. — № 2. — С. 145—162.
- ^ тӗплӗнрех акӑнчанла ҫырнӑ «Kalinga Temples (Deula)» очеркра паллашӑр
- ^ Поспелов E. M. Географические названия мира. Топонимический словарь (около 5000 единиц). / Отв. ред. канд. филол. наук Р. А. Агеева. — М.:Русские словари: Астрель: ACT, 2002. — С. 313
- ^ Фотосет традиционных Кхонда пӑх
- ^ Индире туса кӑларнӑ «Ашока императорӗ» (2001) историллӗ кинодрамӑра Калинга халӑхне шӑп та шай ҫавӑн пек кӑтартнӑ.
- ^ India’s largest hockey stadium planned in Rourkela, to co-host 2023 FIH World Cup (акăлч.).
- ^ Ansari, Aarish World’s largest field hockey stadium: Lahore’s National Hockey Stadium is No. 1 (акăлч.) (2 January 2023).
- ^ Трагедия христиан в индийском штате Орисса продолжается. news.invictory.org (2009-03-16). çăлкуçран архивланă 9 Нарӑс уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 12 Пуш уйӑхӗн 2010.
- ^ В штате Орисса (Индия) продолжаются погромы христиан. Патриархия.ru (2008-09-04). çăлкуçран архивланă 9 Нарӑс уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 12 Пуш уйӑхӗн 2010.
- ^ В Индии арестованы 11 христиан. Православие.ru (2010-03-12). Тĕрĕсленĕ 12 Пуш уйӑхӗн 2010.
Каҫӑсем
тӳрлет- Maps on Orissa (акăлч.). çăлкуçран архивланă 9 Нарӑс уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 31 Юпа уйӑхӗн 2008.
- Orissa Goverment Portal (акăлч.). çăлкуçран архивланă 9 Нарӑс уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 31 Юпа уйӑхӗн 2008.
- Orissa, state of India (акăлч.). çăлкуçран архивланă 9 Нарӑс уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 31 Юпа уйӑхӗн 2008.
- Dr. Bernhard Peter Die Tempeltürme von Orissa (ним.). çăлкуçран архивланă 9 Нарӑс уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 31 Юпа уйӑхӗн 2008.
- Orissa (акăлч.). çăлкуçран архивланă 9 Кӑрлач уйӑхӗн 2004. Тĕрĕсленĕ 31 Юпа уйӑхӗн 2008.
- Фото Ориссы: Пури, Бхуванешвар, Конарк, Чилика (выр.). çăлкуçран архивланă 7 Кӑрлач уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 31 Юпа уйӑхӗн 2008.
- Индия по-русски: Орисса (выр.). Тĕрĕсленĕ 31 Юпа уйӑхӗн 2008.Шаблон:Ӗҫлемен каҫӑ
- Фотогалерея Ориссы: Пури, Бхубанешвар, Конарк (выр.). çăлкуçран архивланă 19 Пуш уйӑхӗн 2009. Тĕрĕсленĕ 31 Юпа уйӑхӗн 2008.
Ку статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Одиша статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. |