Кабири каçĕсем (фильм)

(Ночи Кабирии (фильм) çинчен куçарнă)

«Кабири каçĕсем» (итал. Le notti di Cabiria) —Федерико Феллинин рим проститутки Кабири çинчен хайланă драма, тĕп рольне режиссёр арăмĕ Джульетта Мазина сăнарланă. 1957 çулхи Канн кинофестивалĕн иккĕ парнине, çав шутра тĕп роле вылякан валли, тивĕçнĕ. «Оскар» «Çулти чи паха ютçĕр фильмĕ».

Кабири каçĕсем
Фильм постерĕ
Жанр драма
Режиссёр Федерико Феллини
Продюсер Дино Де Лаурентис
Сценари
авторĕ
Федерико Феллини
Эннио Флайано
Туллио Пинелли
Пьер Паоло Пазолини
Мария Молинари (роман)
Тĕп рольсенче Джульетта Мазина
Франсуа Перье
Оператор Альдо Тонти
Композитор Нино Рота
Кинокомпани Dino de Laurentiis Cinematografica, Les Films Marceau
Тăсăлу 110 мин.
Патшалăх ИталиФранци
Çул 1957
IMDb ID 0050783

50 çул маларах çапса илнĕ пулсан та, фильм халĕ те «250 чи паха фильм, IMDb версипе» йышне кĕрет, унта 146-мĕш вырăнта тăрать.

СюжетТӳрлет

Фильмра Кабири пĕрмаях Пысăк Юрату шырать, анчах та пурнăç ăна лăскать çеç, инкек-синкек кăна кӳрет. Тĕл пулакан çынсем ăна пурĕ те усă курасшăн çеç йăпăлтатаççĕ. Шанчăка çухатнăскер, вăл Мадоннăна кĕл тăвать, пурнăçа тӳрлетме хăй валли çăлăнăç пама ӳкĕтлет.

Кĕçех Кабири кĕтнĕ Арçынпа паллашать. Вăл Оскар ятлă, бухгалтер пулса пысăк фирмăра ĕçлет, анчах та Кабирие илем пурнăç, чыслă пуласлăх парнелĕп тесе шантарать. Кабири çавăнпа питĕ хавхаланса каять, пĕр шухăшсăрах пуçа çухатса каччăна юратса пăрахать. Хăйĕн пӳртне сутса ярать, ĕмĕт çуначĕсемпе хăйĕн савни çумне вĕçсе çитет...

Шăпа — Турă çырниех ĕнтĕ — чĕрене çурсах ярать темелле: çав тери капăр ĕмĕт те арканать. Çапах пулин те Кабири кӳрентерекен çине тарăхмасть, шăпана тиркемест. ... Пурнăçран урăх ним те кĕтме пăрахнă хĕр хăйне тĕл пулакансене те, кино пăхакансене те хăйĕн çемçе куллине парнелет...

РольсенчеТӳрлет

Парнесемпе палăртусемТӳрлет

ПарнесемТӳрлет

ПалăртусемТӳрлет

КаçăсемТӳрлет