Норвеги тинĕсĕ

(Норвег тинĕсĕ ҫинчен куҫарнӑ)

{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице Норвеги тинĕсĕ, — Çурçĕр Пăрлă океан хĕрринче вырнаçнă тинĕс. Тинĕс Скандинави çурутравĕпе Исланди тата Ян-Майен утравĕ хушшинче вырнаçнă.

Норвег тинĕсĕ
Лаптăк 1.4 млн км²
Чи тарăнăшĕ 3970 м
Вăтам тарăнăш 1600-=1750 м
КатегориВикиампарта 

Тинĕс лаптăкĕ 1,4 млн км², тарăнăшĕ 3970 метр (вăтамран 1600-1750 метр) таран. Прилив калăпăшĕ 3,3 метр, тăварлăхĕ 35‰.

Тинĕсĕн пысăк шайĕнче ăшă Норвеги юхăмĕ (Гольфстримăн маллалли пайĕ) йышăнать. Ăна пула Норвеги тинĕсĕ шăнмасть.

Тинĕсре пулă (треска, сельдь тата ыттисем) тытаççĕ, нефть кăлараççĕ.

Пысăк портсем: Тронхейм, Тромсё тата Нарвик.

Пысăк утравсем: Сёрёйа, Сейланн, Арнёйа, Рингвассёйа, Квалёйа, Сенья, Вестерлотен утравĕсем, Лофотен утравĕсем, Дённа, Вега, Фрёйа, Норвеги çыранĕсем патĕнчи Хитра тата Смёла.

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет


 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.