Ниуэ (акăл. Niue [ˈnjuːeɪ], ниуэ Niuē-fekai), (ӗлӗкхи ячӗ Са́видж (акăл. Savage), «тискер») — Лӑпкӑ океанӑн кӑнтӑр пайӗнчи Ҫӗнӗ Зеландипе ирӗклӗ ассоциацинче тӑракан утрав тата ҫавнашкал ятлӑ хӑйне хӑй тытӑмлӑ патшалӑх, Полинезире, Тонга утравӗсенчен хӗвелтухӑҫӗнче вырнаҫнӑ. Ҫӗнӗ Зеланди Патшалӑхне кӗрет. Кук утравӗсемпе тата Тонга патшалӑхӗпе кӳршӗллӗ. Типҫӗр лаптӑкӗ — 261,46 км². Халӑх шучӗ — 1611 ҫын (2011). Тӗп хули — Алофи посёлокӗ.

Ниуэ ҫитти

Европа ҫынӗсем валли ӑна 1774 ҫулта британ тинӗсҫӳревҫи Джеймс Кук уҫнӑ, вӑл ӑна Савидж, е «Тискер ҫынсен утравӗ» тесе ят панӑ.

Вуламалли

тӳрлет

Каҫӑсем

тӳрлет