Нино Рота
Ни́но Ро́та (итал. Nino Rota; раштав, 3 1911, Милан — ака, 10 1979, Рим) — итал композиторĕ, Феллини фильмĕсен, çаплах Копполăн «Хресна ашшĕ» фильмĕн мусăк авторĕ.
Нино Рота | |
Тĕп хыпар | |
---|---|
Патшалăх | |
Профессисем | XX ĕмĕрти Итали кинокомпозиторĕ, композиторĕ, вĕрентӳçи |
Инструментсем | фортепиано |
Жанрсем | кинематограф валли мусăк, классика мусăкĕ |
Пĕрĕçлĕх |
Лукино Висконти Федерико Феллини Франко Дзеффирелли Фрэнсис Форд Коппола |
ninorota.com |
Кун-çулĕ
тӳрлетНино Рота 1911 çулта Миланра, мусăкçăсен çемьинче çуралнă.
Ачалăхрах Рима куçса килсен, консерваторие вĕренме кĕнĕ, 1929 çулта вĕçленĕ. Консерватори тапхăрĕнчех Рота вундеркинд шутланнă — хăйне вăл композитор тата оркестр дирижёрĕ ĕçĕпе палăртать, унăн пĕрремĕш ораторин —«L’infanzia di San Giovanni Battista» — концерчĕсем 1923 çултах Миланпа Парис залĕсенче иртеççĕ.
1930 — 1932 çулсенче Рота АПШ-ра пурăннă, Кёртис институчĕн ăсчахĕ шая тухнă. Çав институтра вăл композиципе Розарио Скалеро, оркестр енĕпе Фриц Рейнер класĕнче пĕлӳ пухнă. Италие таврăнсан Милан университетĕнче литература ăстаçăлăхĕпе пĕлĕве ӳстернĕ; каярах, 1937 çулта, хăй вĕрентме тытăнать. 1950 çултанпа 1979 çулчене Бари консерватори директорĕ ĕç вырăнĕнче вăй хунă.
Нино Рота оперăсене кĕвĕ чуне панă, çав шутра: «Ariodante» (1942), «Torquemada» (1943), «I due timidi» (1950), «Il capello di paglia di Firenze» (1955), «La notte di un nevrastenico» (1959—1960), «Aladino e la lampada magica» (1968), «La visita meravigliosa» (1970), «Napoli milionaria» (1977). Çавăн пекех «La rappresentazione di Adamo ed Eva» (1957), «La Strada» (1965), «Aci e Galatea» (1971), «Le Molière imaginaire» (1976) тата «Amor di poeta» (1978 балетсем унăн кĕввипе çуралнă. Унсăр пуçне, композитор оркестр валли нумай ĕç хайланă, вĕсене хале те пĕтĕм тĕнчере шăрантараççĕ.
1940-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Рота кинофильмсем валли мусăк кĕвĕлеме тытăнать, Ренато Кастеллани, Лукино Висконти, Франко Дзеффирелли, Марио Моничелли, Фрэнсис Форд Коппола, Эдуардо де Филиппо режиссёрсемпе ĕçлет. 1974 çулта Рота «Хресна ашшĕ: II пай» фильма мусăкпа капăрлатнăшăн «Оскар» парнине тивĕçет. Федерико Феллинипе пĕрле темиçе çул ĕçлени нумай тупăшлă шутланать — Рота унăн чылай фильмне, «Шурă шейхран» (1952) пуçласа «Оркестр репетицине» (1979) таран кĕвĕпе илемлетет.
Композитор кинофильмсем валли кăна мар, театрта лартнă Эдуардо де Филиппо, Франко Дзеффирелли тата Лукино Висконти спектаклĕсене кĕвĕлетнĕ. 1979 çулта Рим хулинче куçне юлашки хут хупать.
Фильмографи
тӳрлет- 1933 — / Treno Popolare
1940-мĕш çулсем
тӳрлет- 1944 — / Zazà
- 1947 — / Vivere in pace
- 1948 — Под солнцем Рима / Sotto il sole di Roma
- 1948 — / Fuga in Francia
- 1948 — / È primavera…
- 1948 — / Senza pietà
- 1949 — Хрустальная гора / The Glass Mountain
- 1949 — / Obsession
- 1949 — / Pirates of Capri
1950-мĕш çулсем
тӳрлет- 1951 — / Valley of Eagles (Terence Young, 1951)
- 1951 — Анна / Anna
- 1952 — Шурă шейх / Lo Sciecco Bianco (реж. Федерико Феллини)
- 1953 — / I Vitelloni (реж. Федерико Феллини)
- 1953 — / Fanciulle di lusso (1953)
- 1954 — Мăн шанăç / La Grande speranza
- 1954 — Дорога / La Strada (Federico Fellini, 1954)
- 1954 — Mambo
- 1955 — Accadde al penitenziario
- 1955 — Un Eroe dei nostri tempi
- 1955 — Ултавçăсем / Il Bidone
- 1956 — Вăрçăпа лăпкăлăх / War & Peace
- 1957 — Çутă каçсем / Le Notti bianche
- 1957 — Кабири каçĕсем / Le notti di Cabiria
- 1958 — Фортунелла / Fortunella
- 1958 — La Diga sul Pacifico
- 1959 — Аслă вăрçă / La Grande Guerra
1960-мĕш çулсем
тӳрлет- 1960 — На ярком солнце / Plein Soleil
- 1960 — Тутă пурнăç / La Dolce Vita (реж. Федерико Феллини)
- 1960 — Рокко тата унăн пиччĕшĕпе шăллĕ / Rocco e i Suoi Fratelli (реж. Лукино Висконти)
- 1961 — Fantasmi a Roma
- 1961 — Il Brigante
- 1962 — I Due nemici
- 1962 — The Reluctant Saint
- 1962 — Боккаччо-70 / Boccaccio '70 (for Federico Fellini & Luchino Visconti, 1962)
- 1963 — Леопард / Il Gattopardo (реж. Лукино Висконти)
- 1963 — Саккăр çурă / 8 1/2 (реж. Федерико Феллини)
- 1963 — Il Maestro di Vigevano
- 1964 — Il Giornalino di Gian Burrasca (Lina Wertmuller, 1964)
- 1965 — Джульетта тата ыр-усалсем / Giulietta degli Spiriti (реж. Федерико Феллини)
- 1966 — Spara forte, più forte, non capisco
- 1967 — Укрощение строптивой / The Taming of the Shrew (реж. Франко Дзеффирелли)
- 1967 — Ромеопа Джульетта / Romeo & Juliet (реж. Франко Дзеффирелли)
- 1968 — / Tre Passi nel Delirio (реж. Франко Дзеффирелли)
- 1969 — Сатирикон Феллини / Fellini Satyricon (реж. Федерико Феллини)
1970-мĕш çулсем
тӳрлет- 1970 — Клоунсем / I Clowns (реж. Федерико Феллини)
- 1970 — Ватерлоо / Waterloo (реж. Сергей Бондарчук)
- 1972 — Рим
- 1972 — Хресна ашшĕ / The Godfather (реж. Фрэнсис Форд Коппола)
- 1973 — Hi wa shizumi, hi wa noboru (1973)
- 1973 — Амаркорд / Amarcord (реж. Федерико Феллини)
- 1973 — Юратупа анархи / Film d’amore e d’anarchia, ovvero stamattina alle 10 in Via dei Fiori nella nota casa di tolleranza (реж. Лина Вертмюллер)
- 1974 — Хресна ашшĕ 2 / The Godfather Part II (реж. Фрэнсис Форд Коппола)
- 1974 — The Abdication (1974)
- 1976 — Казанова Федерико Феллини / Il Casanova di Federico Fellini (реж. Федерико Феллини)
- 1976 — Юратнă Микеле /Caro Michele, реж. Марио Моничелли
- 1978 — Репетиция оркестра / Prova d’orchestra (реж. Федерико Феллини)
- 1978 — Нил çинчи вилĕм / Death on the Nile (реж. Джон Гиллермин)
- 1979 — Уракан / Hurricane (реж. Ян Труэль)