Невельский Геннадий Иванович

Невельский Геннадий Иванович, — адмирал, Инçет Тухăç тĕпчевçи. 1813 çулхи раштавăн 5-мĕшĕнче Кострома кĕпернине кĕрекен Дракино усадьбăра çуралнă. 1876 çулхи ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Санкт-Петербург хулинче вилнĕ.

Невельской Геннадий Иванович

Вăл Амура тинĕс карапĕсем кĕме пултарнине тата Сахалин утрав пулнине çирĕплетсе панă.

Кун-çулĕ

тӳрлет

Геннадий Иванович Солигач патĕнчи Дракино усадьбăра тинĕс çар офицерĕн кил-йышĕнче çуралнă. 1829 çулта Тинĕс кадет корпусне вĕренме кĕнĕ. 1832 çулта ăна лайăх вĕренсе пĕтернĕ хыççăн хăйĕн пĕлĕвне Офицерсен корпусĕнче ӳстернĕ. 1836 çулта лейтенант тарин ӳснĕ.

1846 çулта Европа йĕри-тавра ишнĕ, 1947 çулта «Байкал» транспорчĕн командирĕ пулнă. 1849 çулта Сахалин йĕри-тавра ишсе тухмашкăн тата Амур тинĕсе юхса кĕнĕ вырăна тĕрĕслемешкĕн экспедици пуçарса ирттернĕ.

1850 çулта Николаевский пост ятлă çарлă тата административлă вырăна йĕркеленĕ. Вăл халĕ Амур çинчи Николаевск хули.

1854 çулта ăна контр-адмирала ӳстернĕ, 1864 çулта — вице-адмирал, 1894 çулта — адмирал.

Ун ятне панă вырăнсем

тӳрлет

Инçет Тухăçра Невельский ячĕллĕ кӳлмек, пролив пур. Сахалинра ун ятне панă Невельск хула пур, унтах ун ячĕллĕ сăрт та пур. 1897 çулта Владивостокра палăк лартнă (çавăн пекех палăксем Амур çинчи Николаевск, Хабаровск, Солигалич хулисенче пур). Унăн ячĕпе Владивостокри патшалăх тинĕс университечĕ хисепленет.

Вуламалли

тӳрлет
  • Алексеев А. И. Сподвижники Г. И. Невельского, Южно-Сахалинск, 1967;
  • Алексеев А. И. Дело всей жизни, Хабаровск, 1972.