Наци театрĕ (Милан)

{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице

Il Barclays Teatro Nazionale
Малтанхи ячĕсем «Ventaglio Nazionale»
Йĕркеленĕ 1924
Каçăсем
www.teatronazionale.it
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Наци театрĕ пăхăр.

Наци теа́трĕ (итал. Il Barclays Teatro Nazionale) — Миланри (Итали) театр

Кун-çулĕ

тӳрлет

Театр 1924 çулта уçăлнă. Çуртне Мауро Рота архитекторăн проекчĕпе тунă. 1979 çулта «Наци театрне» унăн ывăлĕ Джордано кăштах çĕнетнĕ.

Çĕнелнĕ театр малтанхи — «Наци театрĕ» — ячĕпе юпан 24-мĕшĕнче «Хĕрпике тата Юхха» мюзиклпа уçăлнă[1].

Çуртне 2001 кăштах юсанă хыççăн, Массимо Ромео Пипаро ертсе пынă театр, хăйĕн ятне «Ventaglio Nazionale» çине улăштарнă.

2009 çулта театр «Stage Entertainment Italy» компани тытăмне лекнĕ[2]. Мюзиклсене лартма питĕ пысăк реконструкци тăваççĕ: сцена периметрне улăштараççĕ, çутă тата сасă паракан хатĕр-хĕтĕрне улăштараççĕ, курав залне 1500 пукана çити пысăклатаççĕ. Çаплах театр умĕнчи Пьемонте лапамне çĕнетеççĕ: йывăç-тĕмĕ лартаççĕ, çĕр айĕнче парковка тăваççĕ, çуран урама Джордано Ротăна чысласа ят параççĕ.

2013 çулхи çертме уйăхĕнчен пуçласа театр ятĕнче „Barclays“ спонсор çумми пур[3].

Репертуар

тӳрлет
Уçнă
вăхăт
Хупнă
вăхăт
Лартни Жанр Асăрхавсем
24.10.2009 31.05.2010 «Хĕрпике тата юхха» мюзикл Итальянская премьера
24.09.2010 03.04.2011 «Mamma Mia!» мюзикл
27.10.2011 29.04.2012 «Действуй, сестра!» мюзикл
18.10.2012 н.д. «Лихорадка субботнего вечера» мюзикл
09.10.2014 28.12.2014 «Грязные танцы» мюзикл

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет