Нарбонн патĕнче çапăçни (436) — Теодорих I çарпуçăн вестгочĕсем Литорий ертсе пынипе Анăç Рим империн çарĕсемпе 436 çулта çапăçни.
Нарбонн патĕнче çапăçни |
Вăхăт |
436 çулта |
---|
Тăшмансем |
---|
|
Çарпуçсем |
---|
|
Енсен вăйĕсем |
---|
|
Çухатнисем |
---|
|
|
Флавий Аэций çарпуçĕ хунсен çулпуçĕсемпе туслă пулнă. Çакна пула Рим правительстви хунсемпе алансене бургунсемпе вестготсене хирĕç усă курнă. Рим варварсемпе вăрçнипе усă курса вестготсем 436 çулта Нарбонна çинелле вăйлăн тапăнса пынă. Çитсен хулана хупăрланă. Юлашки самантра, хуларисен апат-çимĕç пĕтсен, Литорий çарпуç хунсемпе алансенчен пуçтарнă çарпа килнĕ те вестготсене атакăланă. Лешсем хăватлă хӳтĕленнĕ пулин те, вестготсен блокадине татнă. Вестготсем, нумай çын çухатса, тарнă. Литорий хулана выçлăхран çăлнă.
Каярах Литорий вестготсен патшалăхĕн çĕрне кĕрсе кайнă та 439 çул тĕлне вестготсен Толозы (хал. Тулуза) тĕп хули патне çитнĕ. Теодорих I лăпланма ыйтнă, анчах та Литорий, çĕнтерĕвне туйнăскер, унăн çарне кăларса яман. Вестготсен Толоза патĕнче парăнма тивнĕ.
</noinclude>