Нĕркеç пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул
Нĕркеç пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул — Нĕркеç ялĕнчи вĕренӳ йĕркелĕвĕ.
Кун-çулĕ
тӳрлетДокументсемпе килĕшӳллĕ, 1881 çулхи юпан 15-мĕшĕнче Нĕркеç ялĕнче чиркӳ-прихут шкулне уçнă пулнă. Арçын ачасемпе хĕр ачасем пĕр классра вĕреннĕ. Шкул çуртне илме укçана ял-йышран пуçтарнă. Пурĕ 28 ача (25 арçын ача, 3 хĕр ача) вĕреннĕ.
Ытларах ку шкулта çĕр ĕçченĕсен ачисем вĕреннĕ. Вĕрентӳ вара вырăс чĕлхипе пынă. Саккуна вĕрентекенĕ пулнă Гавриил Семенович Троицкий, вырăс чĕлхин (сăмахлăх) вĕрентӳçи — Степанов Клементий Степанович.
1888 çултанпа чиркӳ-прихут шкулне грамота шкулĕ ятне тивĕçет. 1918 çулччен ку шкула кӳршĕ ялсенчен те вĕренме çӳренĕ.
2005 çулта Хирти Сĕнтĕр тата Кипеç шкулĕсене хупаççĕ. Ял ачисем Нĕркеç шкулне çуреме пуçлаççĕ.
Вĕрентекенсем
тӳрлетШкулта 22 педагог вăй хураççĕ.
Пурлăхпа техника никĕсĕ
тӳрлетШкул пӳлĕмĕсен мĕнпур лаптăкĕ – 5090 тв.м. Шкулта ăста ĕç лаççи, компьютр класĕ, 19 лабаратори кабинечĕ, актă залĕ, спортзал, вулавăш тата апатлану пӳлĕмĕ пур.
Асăрхавсем
тӳрлетВуламалли
тӳрлетКаçăсем
тӳрлетÇак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |