Мӑн призмӑллӑ ҫӑлкуҫ

Йеллоустон наци паркӗнчи ҫӑлкуҫ

Мӑн призмӑллӑ ҫӑлкуҫгеотермаллӑ ҫӑлкуҫ, АПШ-ра чи пысӑкки, виҫипе тӗнчере виҫҫӗмӗш[1]. Йеллоустон наци паркӗнче, гейзерсен вӑтам бассейнӗнче вырнаҫнӑ.

Мӑн призмӑллӑ ҫӑлкуҫ
Ӳкерчӗк
Патшалӑх
Административлӑ-территориллӗ пай Вайоминг
Сыхлакан тӑрӑх Йеллоустонский национальный парк[d]
Вид с воздуха
Мӑн призмӑллӑ ҫӑлкуҫ на карте
Мӑн призмӑллӑ ҫӑлкуҫ
Мӑн призмӑллӑ ҫӑлкуҫ
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар

Ҫӑлкуҫа тупса палӑртни тӳрлет

Ҫӑлкуҫ пирки чи малтан 1839 ҫулта «Америкӑри тир компанийӗн» сунарҫӑсен ушкӑнӗ пӗлнӗ, вӗсем Гейзерсен вӑтам бассейнӗ урлӑ каҫса 91 м диаметрлӑ «вӗресе тӑракан кӳлӗ»[2] ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. 1870 ҫулта Вашбурн-Лангфорд-Доан экспедицийӗ ҫӑлкуҫ патне ҫитсе курнӑ, юнашар 15 метр ҫӳллӗш гейзер пуррине палӑртнӑ (каярахпа ӑна Ҫӳллӗ гейзеракăл. Excelsior Geyser — ят панӑ)[3][4].

Тӗсӗ тӳрлет

Ҫӑлкуҫӑн ҫутӑ тӗсӗсем — пигментлӑ бактерисенчен юлнӑ каяш, вӗсем минералсемпе пуян ҫӑлкуҫри шыв хӗрринче пурӑнаҫҫӗ. Бактерисен тӗсӗ симӗсрен пуҫласа хӗрлӗ таран улшӑнать, ку вӗсен йышӗнче хлорофиллпа каротиноидсем мӗн чухлӗ пулнинчен килет. Ҫуллахи тапхӑрта бактерисем хӗрлӗ-сарӑраххӑн курӑнаҫҫӗ, хӗллехи тапхӑрта — ытларах чухне тӗксӗм-симӗс тӗслӗ[5]. Ҫӑлкуҫ варринче шыв температури пысӑк пулнипе бактерисем ҫук. Ҫӑлкуҫ варринчи шывӑн кӑвак тӗсӗ — кӑвак диапазонӑн кун ҫутин пайӑркисен шыв молекулӗсемпе хумсен вӑрӑмӑшне сапаланнипе ҫыхӑннӑ[6]. Ҫак эффект шывӑн мӗнпур калӑпӑшӗнче те палӑрать пулин те, Мӑн призмӑллӑ ҫӑлкуҫра шыв тасалӑхӗпе унӑн тарӑнӑшне пула ҫакӑ уйрӑмах вӑйлӑ палӑрать.

Физика характеристикисем тӳрлет

Ҫӑлкуҫӑн виҫи 75 метр 91 метр ҫине, тарӑнӑшӗ — 49 метр, шыв пӗрӗхтернин (71 °C температурӑпа) калӑпӑшӗ — минутра 2000 литра яхӑн[7].

Сӑнсен пуххи тӳрлет

Ҫавӑн пекех пӑхӑр тӳрлет

Ӑнлантарусем тӳрлет

  Ку статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Большой призматический источник статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ.