Мусин Гумер Мусич

Мусин хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Гумер Мусич Мусин (1854—?) — мулла, II чĕнĕвĕн Патшалăх думин Хусан кĕпĕрнин депутачĕ.

Гумер Мусич Мусин
тут. Гомәр Муса улы Мусин

Иккĕмĕш Думăн депутачĕ, 1907 ç.
Çуралнă вăхăт: 1854
Гражданлăх: Раççей империйĕ Раççей империйĕ
Тĕне тытни: Ислам, суннит енлĕ
Ĕçлев тĕсĕ: мулла, II чĕнĕвĕн Патшалăх думин Хусан кĕпĕрнин депутачĕ

Биографи

тӳрлет
 
Патшалăх думин II чĕнĕвĕн Хусан кĕпернинчен депутачĕсем. Хыçалта: Г. И. Петрухин, А. Ф. Фёдоров, С. Н. Максудов, Г. М. Мусин; малта: З. М. Таланцев, М. В. Батуров, М. Я. Капустин, Д. А. Кушников С. Т. Максютов.

Тутар, ислам тĕнне тытса пурăннă. Хусан кĕпĕрнине кĕнĕ Теччĕ уесĕн Шомбулыгча вулăсĕнчи Болын-Балыкчы (халĕ Булым-Булыхчи) ялĕнче çуралса пурăннă. Ялти медресере вĕренсе тухнă. Çарта хĕсметре тăнă, фельдфебель чинĕпе киле таврăннă. Мулла пулса тăрăшнă, вулăсра асли пулнă.

Литература

тӳрлет
  • Усманова Д. М. Мусульманские представители в Российском парламенте, 1906-1917. Казань, 2005.

Архив

тӳрлет
  • Национальный архив Республики Татарстан. Фонд 199. Опись 1. Дело 445;
  • Российский государственный исторический архив. Фонд 1278. Опись 1 (2-й созыв). Дело 284; Дело 551. Лист 9 оборот.

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет