Мориа (акăл. Morya ) – теософире тата Агни Йогăра (çавăн пекех Мориа Владыка, Мория, М. Владыка, Махатма М.,М.М., Вĕрентекенсен Вĕрентекенĕ, Ману Манвантары, Шамбалы Владыка, Аслă Вĕрентекенĕ) — «Ăс-хал Вĕрентекенĕсенчен» пĕри, Елена Блаватскаяна тата Елена Рериха ăс параканĕ, Теософи обществине йĕркелекенĕ, Агни Йога пуçаруçи.

Махатма Мориа сăнарĕ

Махатма Мориа çинчен чи малтан Елена Петровна Блаватская çырнă пулнă. Вăл каланă тăрăх, Кут Хуми Лал Синг тата Махатма Мориа ăна теософи обществине йĕркелеме пулăшнă. Мориа тата Кут-Хуми Махатмăсем «Тайная доктрина — синтез науки, философии и религии» тата «Разоблачённая Изида» икĕ ĕçе çырнă чухне манпа тачă çыхăнса ĕçленĕ, тесе çырнă Елена Блаватская.

Е.П.Блаватская хутшăннипе «Пионер» инди хаçачĕн редакторĕ А.П.Синнетăпа Индири англи администрацийĕнчи пысăк ĕçре ĕçлекен А.О.Хьюм чиновник тибетри Махатма Мориапа тата Кут Хумипе çыру çÿретнĕ. Каярах çав çырусене «Письма Махатм» кĕнекене кĕртсе 1923- мĕш çулта пичетлесе кăларнă.[1] Çырусен оригиналĕсем 1939-мĕш çултанпа Лондонри Британи библиотекинче упранаççĕ.

Паллă шухăшлавçăсем, тăван çĕршыв тата тĕнче культурин деятелĕсем - Елена Ивановна тата Николай Константинович Рерихсем - Махатма Мориапа тачă хутшăннине пула Агни Йога ăс-тăнпа ырă кăмăл-туйăм вĕрентĕвĕ пуçланса кайнă. 1920-мĕш çулхи пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче Лондонра Елена Ивановна тата Николай Константинович Мориа Аслă Вĕрентекенпе тĕл пулнă, ку питĕ паллă пулăм. Çав самантран Вĕрентекенпе пĕр шухăшлă пулса, вăл ертсе пынипе Рерихсен - Чĕрĕ Этика е Агни Йога - Ăс-хакăлпа кăмăл-туйăм Вĕрентĕвне этемлĕх патне илсе çитересси пуçланать. Чĕрĕ Этика кĕнекисем этемлĕхĕн вышкайсăр ăс-хакăлĕпе тулнă, çав вăхăтрах тĕлĕнмелле усăлăхпа, курăмлăхпа, кулленхи пурнăçпа çыхăннă ĕçсене тума сĕнÿ-канаш панипе уйрăлса тăраççĕ.[2]

Çавăн пекех

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ The Mahatma Letters to A. P. Sinnett from the Mahatmas M. & K. H. [i.e. Morya and Koot Hoomi.] Transcribed, compiled, and with an introduction [and index] by A. T. Barker. London: T. Fisher Unwin, 1923.
  2. ^ Скумин В. А. Агни Йога как метод реабилитации человеческого духа// К Здоровью через Культуру. 1995. № 1.