Мозгов Иван Ефимович
Мозгов Иван Ефимович – ВАСХНИЛ академикĕ (1956). 1906 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче Мускав облаçĕнчи Дмитров районĕнчи Малыгино ялĕнче çуралнă.
Кун-çулĕ
тӳрлетМускаври зоотехника институтне 1930 çулта пĕтернĕ, унтах ассистент, доцент пулса ĕçленĕ 1930-1936. 1936-1948 — Çар-ветеринари академин аслă вĕрентекенĕ, фармакологи кафедрин пуçлăхĕ. 1948-1958 – Мускаври ветеринари академин фармакологи кафедрин пуçлăхĕ, 1958-1961 – ректор. 1961-1962 – СССР ялхуçалăх минитăрĕн çумĕ. 1962-1990 – Мускаври ветеринари академин фармакологи кафедрин пуçлăхĕ. Ветеринари ăслăлăхĕсен докторĕ (1939), профессор (1939). Тĕп ĕçĕсем кильти выльăха фармакологи препарачĕсемпе профилактика тата стимуляци тăвасси çыхăннă. Вăл препаратсем выльăхсен тухăçлăхне, çура шутне ӳстермелли, сиен факторсене хирĕç кĕрешмелли препаратсене тĕпченĕ. Тăван çĕршывăн фармакологсен шкулне никĕслекен. 1990 çулхи авăн уйăхĕн 25 вилнĕ.
Ӗçĕсем
тӳрлет300 яхăн ăслăлăх ĕçĕсем пичетленĕ, çав шутра 50 ытла кĕнеке, 8 монографи, 6 справочник, 4 руководство. Нумай çамрăк ăсчахсене хатăрленĕ: 150 ытла ăслăлăхсен кандидачĕ, темиçе теçетке ăслăлăхсен докторĕ.
Паллă ĕçĕсем
тӳрлет- Ветеринарная фармакология: Учеб. пособие для вет. вузов. — М.; Л.: Сельхозгиз, 1948. — 616 с.
- Фармакологические стимуляторы в животноводстве. — М.: Колос, 1964. — 367 с.
- Ветеринарная рецептура: Учеб. пособие для высш. с.-х. учеб. заведений. — 4-е изд., испр. и перераб. — М.: Колос, 1966. — 256 с.
- Антибиотики в ветеринарии. — М.: Колос, 1971. — 288 с.
- Фармакология: Учеб. для студентов высш. с.-х. учеб. заведений по спец. "Ветеринария". — 8-е изд., доп. и перераб. — М.: Агропромиздат, 1985. — 416 с.
Чысĕсем
тӳрлет- РСФСР тава тивĕçле ăслăлăх ĕçченĕ - (1971).
- СССР патшаллăх парнин лауреачĕ - (1981).
- Октябрьти Революци орденĕ - (1976).
- Ӗçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ - 2 .
- Халăхсен Туслăхĕ орденĕ – (1986).
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи II шайри орден (1945),
- СССР тата ВСХВ 8 медалĕ,
- ВАСХНИЛăн Хисеп Грамоти.
- 7 ют çĕршыв университечĕн хисеплĕ докторĕ.