Микроэволюци
Микроэволюци — темиçе ăру сыппин тапхарĕнче аллельсен тăтăшлăхĕнче популяцире пĕчĕк улшăнусем сарăлни; тĕс шайĕнче эволюцири улшăнусем[1]. Çакнашкал улшăнусем мутаци, çутçанталăк суйлани, ятарласа суйлани, генсен куçăмĕ тата генсен дрейфĕ процесĕсене пула сиксе тухаççĕ. Çак улшăнусем тĕс шайĕнче популяцисенче дивергенцилеççĕ, çапла, пĕтĕмĕшле каласан, тĕсе туса кăлараççĕ[2].
Термин пулса кайни
тӳрлетТермина пĕрремĕш Гарвардра вĕренсе тухнă Роберт Гринлиф Ливитт ботаник Botanical Gazette журналта 1909 çулта сĕннипе кĕртнĕ.
Автор çапла форма çукки формăна туса кăларас тупсăма палăртас тенĕ[3]
- ..The production of form from formlessness in the egg-derived individual, the multiplication of parts and the orderly creation of diversity among them, in an actual evolution, of which anyone may ascertain the facts, but of which no one has dissipated the mystery in any significant measure. This microevolution forms an integral part of the grand evolution problem and lies at the base of it, so that we shall have to understand the minor process before we can thoroughly comprehend the more general one…
Çапах та Ливитт çак терминпа хальхи аталану биологинче усă курмашкăн кĕртнĕ, макро- тата микроэволюци терминсене пĕрремĕш ăстрăм хальхи палăртусемпе раççей энтомологĕ Юрий Филипченко хăйĕн 1927 çулта нимĕçле çырнă «Variabilität und Variation» ĕçĕнче ускурнă. Термина акăлчанла калаçакан пĕрлелĕхне Ф. Добжанский хăйĕн «Генетика и происхождение видов» кĕнекинче çитернĕ.
Тĕрĕс мар ускурни
тӳрлетМикроэволюци термин эволюцие хирĕç юхăмĕнче, уйрăмах креационистсен хушшинче, паллăха тухать.
Микроэволюцисем йыш енĕпе макроэволюцирен уйрăммăн тăрать тени çĕтерсе ярать; сăмахран, хăшпĕр креационистсем каланипе, çак процесссем хушшинчи уйрăмлăхĕ микроэволюци темиçе ăру сыппи шайĕнче пулса иртет, çав вăхăтрах макроэволюци — темиçе пин çул тапхăрĕнче[4]. Тĕрĕссипе, микро- тата макроэволюци пĕр процесех ăнлантарса параççĕ. Тĕнчипех паллă ăслăх организацисем, çав шутра AAAS, макро- тата микроэволюцисем хушшинчи уйрăмлăха ăслăх енчен ăнлантарма май çук.[5].
Çапах та ыйтăва пĕтĕмпех татса панă теме пулмасть. В. Грант кăларнă «Эволюциллă процесс» монографире çакна çырнă:
микро- тата макроэволюци хушшинчи вĕсен питĕ аякри формисен вăхăт масштабĕңчи çав тери пысă уйрăмлăхне ансат экстраполяцисемпе ăнлантарма асăрханмалла. Микроэволюцири нумай улшăнусем тепĕр хут пулма пултараççĕ, вĕсем пулассине пĕлме пулать. Макроэволюци вара — историри процесс.
— Грант В. Эволюционный процесс. Критический обзор эволюционной теории[6]
Çав. пекех
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ Macroevolution: Its definition, Philosophy and History. çăлкуçран архивланă 6 Кӑрлач уйӑхӗн 2009. Тĕрĕсленĕ 23 Кӑрлач уйӑхӗн 2009.
- ^ Северцов А. С. Теория эволюции. — М.: Гуманитар. изд. центр ВЛАДОС, 2005. С. 380. ISBN 5-691-01354-8
- ^ Leavitt, Robert Botanical Gazette 1909 vol.47 no.1 Jan. A Vegetative Mutant, and the Principle of Homoeosis in Plants.
- ^ Microevolution vs. macroevolution. çăлкуçран архивланă 31 Кӑрлач уйӑхӗн 2009. Тĕрĕсленĕ 23 Кӑрлач уйӑхӗн 2009.
- ^ Evolution Press Release. çăлкуçран архивланă 20 Кӑрлач уйӑхӗн 2009. Тĕрĕсленĕ 23 Кӑрлач уйӑхӗн 2009.
- ^ Грант В. Эволюционный процесс. Критический обзор эволюционной теории. — М.: Мир, 1991.
Каçăсем
тӳрлет- Microevolution (UC Berkeley)
- [atheism.about.com/od/evolutionexplained/a/micro_macro.htm Microevolution vs Macroevolution]