Мелевĕс районĕ

Мелевĕс райо́нĕ (пушк. Мәләүез районы) — Пушкăрт Республикин муниципаллă районĕ. Администраци центрĕМелеуç хула.

Тавралăхĕ тӳрлет

Район Пушкăртстанăн кăнтăр енче вырнаçнă. Лаптăкĕ - 3254 км².

Кун-çулĕ тӳрлет

Малтанах Мелевĕс территорине Ĕпхӳ кĕпернин Çтерлĕ уесĕнчи Мелевĕс, Зирган тата Арăслан вулăсĕсен çĕрĕсем пулнă.

Мелевĕс районне 1930 çулхи çурлан 20-мĕшĕнче Пушкăрт Автономи Республикин кантонĕсене пăрахăçласа ВЦИК президиумĕн йышăнăвĕпе 48 район туса хунă май йĕркеленĕ.

Транспорт тӳрлет

Район территорипе Ĕпхӳ—Ăренпур чукун çула, Ĕпхӳ—Ăренпур автотрассине хунă.

Çутĕç тӳрлет

Районта 58 пĕтĕмĕшле пĕлӳ шкулĕ, çав шутра 14 вăтам; 30 массăллă библиотека, 50 клуб, 2 вырăнти пульницă. Вырăсла — «Путь Октября» тата пушкăртла — «Кунгак» - хаçатсем тухаççĕ.

Кану вырăнĕсем тӳрлет

  • «Пушкăртстан» наци паркĕ
  • Нугуш шыв усравĕ

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет