Ма хитре-ши Шупашкар урамĕ?


Ма хитре-ши Шупашкар урамĕ?XX ĕмĕр варринче халăхра, çавăн пекех чăвашсем хушшинчи юрăçсен, пултарулăх ушкăнĕсен репертуарĕсенче анлă сарăлнă юрăсенчен пĕри. Александр Сергеев композитор Валентин Урташ сăввипе çырнă.

Ма хитре-ши Шупашкар урамĕ?
Юрă
Жанр лирикăллă юрри
альбомĕн трек-лисчĕ
-

Юррăн сăвви тӳрлет

 
Валентин Урташ

Ма хитре-ши Шупашкар урамĕ

Ма хитре-ши Шупашкар урамĕ
Çăлтăрсем каçхи вăййа тухсан
Ма хитре-ши Шупашкар урамĕ
Сар хĕрсем юрла-юрла утсан

Ма хитре-ши Шупашкар урамĕ
Анлă Атăл пăрĕ тапрансан
Ма хитре-ши Шупашкар урамĕ
Тантăшсем çыран хĕрне тухсан

Ма хитре-ши Шупашкар урамĕ
Уçăлмашкăн савнипе тухсан
Ма хитре-ши Шупашкар урамĕ
Пĕр-пĕрне чĕремĕр юратсан

Кашни куплетри юлашки икĕ йĕркине икшер хут юрламалла.

Юррăн кĕвии тӳрлет

Александр Сергеев хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор.

Юррăн кунçулĕ тӳрлет

Хайлав — юрăçсен, пултарулăх ушкăнĕсен репертуарĕнче тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет