Маурицио Мальвестити
Маурицио Мальвестити (1953и çулхи çурлан 25-мĕшĕ) Лоди рим-католици епархин епископĕ. Ăна çак вырăна 2014 çулхи çурлан 26-мĕшĕнче лартнă[1], Джузеппе Мериси улăштарнă[2].
Кун-çулĕ
тӳрлетМаурицио Мальвестити 1953 çулта Марни ялĕнче çуралнă. Бергамăри семинаринче вĕренсе тухсан сăваплăх çынĕ пулса тăнă. 1977 çулта вăл Римра Турă сăмахĕн пĕлĕвне, çаплах франс тата акăлчан чĕлхине алла илнĕ.
1978 - 1994 çулсен Бергамо семинаринче пĕлӳ панă. 1994 - 2009 çулсенче вăл Тухăç Чиркĕвĕсен ĕçĕсен Конгрегацинче официаллă элчĕ пулса ĕçленĕ.[3]. 2009 çулхи çĕртмен 19-мĕшĕнче пухăвăн кĕçĕн секретарĕ пулма çирĕплетнĕ. Виççĕ префектăн — Акилле Сильвестрини, Игнатий Мусса Даудкака тата Леонардо Сандри кардиналсен — пайăр секретарĕ пулса ĕçленĕ.
2014 çулхи çурлан 26-мĕшĕнче Франциск атте ăна Лоди епископĕ пулма çирĕплетнĕ.;[4][5]
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ L'Eco di Bergamo.it La Diocesi di Bergamo in festa - Mons. Malvestiti vescovo di Lodi (Italian). L'Eco di Bergamo (August 26, 2014). Тĕрĕсленĕ 26 Ҫурла уйӑхӗн 2014.
- ^ Bollettino Sala Stampa della Santa Sede Rinunce e nomine, 26.08.2014 (Italian). http://press.vatican.va+(August 26, 2014). Тĕрĕсленĕ 26 Ҫурла уйӑхӗн 2014.
- ^ L'Eco di Bergamo.it Il bergamasco mons. Maurizio Malvestiti Sottosegretario alle Chiese Orientali (Italian). L'Eco di Bergamo (June 19, 2009). Тĕрĕсленĕ 26 Ҫурла уйӑхӗн 2014.
- ^ Il Cittadino.it Mons. Malvestiti nuovo vescovo (Italian). Il Cittadino (August 26, 2014). Тĕрĕсленĕ 26 Ҫурла уйӑхӗн 2014.
- ^ Il Cittadino.it Il primo messaggio ai fedeli (The first message to the faithful) (Italian). Il Cittadino (August 27, 2014). Тĕрĕсленĕ 27 Ҫурла уйӑхӗн 2014.
Галерейă
тӳрлет-
Маронит Патриарх Раи Бешар Бутрос Маурицио атте çине епископ ятне хуни, 2014 çулхи юпан 11-мĕшĕ. Юнашар Сандри тата Мюллер кардиналсем.