Мартинсон Сергей Александрович
Серге́й Алекса́ндрович Мартинсо́н (25.1.1899, Санкт-Петербург, Раççей империйĕ — 2.9.1984, çавăнтах) — совет театрпа кино актёрĕ. РСФСР халăх артисчĕ (1964).
Сергей Мартинсон | |||||||
Çуралнă чухнехи ят: | Сергей Александрович Мартинсон | ||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1899, кăрлач, 25 | ||||||
Çуралнă вырăн: | Санкт-Петербург, Раççей империйĕ | ||||||
Вилнĕ вăхăт: | 1984, авăн, 2 | ||||||
Вилнĕ вырăн: | Ленинград | ||||||
Гражданлăх: |
Раççей империйĕ/республика → РСФСР → ССРП | ||||||
Професси: | XX ĕмĕрти совет актёрĕ | ||||||
Чыславсемпе парнесем: |
|
Биографи
тӳрлетСергей Мартинсон Санкт-Петербургăн хисеплĕ гражданинĕ, швед кăкĕнчен тухнă Александр Александрович Мартинсонпа Феодосия Александровна (хĕр чухне — Петрова) килйышĕнче çуралнă. Владимир Баршай мăнукĕ каласа панипе, Мартинсон маçаккăшĕ-швед 15 çулта Раççее Юсупов кнеç патне вĕренме килнĕ пулнă[1][2][3].
Тĕрлĕ çăлкуçсенче А. А. Мартинсона çурт-йĕр тăвакан инженер, çурт-йĕр сутакан тата хапрăкçă тенĕ[1][4]. Актёр хăй каланипе — унăн сăмахĕсене Людмила Кафанова театр пĕлевçи асăнать — унăн ашшĕ бриллиантсем сутнă, çаплах император килне хаклă чулсемпе тивĕçтернĕ. Вĕсем Петербург варринче Миллион урамĕнчи уйрăм çуртра пурăннă, кунта хулари культура элити пуçтарăннă, Александр Скрябин — ашшĕн çывăх тусĕ — концертсем панă[3][5].
1984 çулхи авăнăн 2-мĕшĕнче Мускавра вилнĕ. Кунцево çăвинче пытарнă[6].
Килйыш
тӳрлетВиçĕ хутчен авланнă. Пĕрремĕш арăмĕ — Екатерина Ильина:
- хĕрĕ — Анна Сергеевна Мартинсон (1928—2012), театрпа кино ӳкерçи, 1972 çултанпа Израильте, кайран АПШ-ра. Упăшки — Рудольф Борисович Баршай (1954) режиссёр:
- мăнукĕ — Баршай Вальтер (1955 çур.).
- Иккĕмĕш упăшки — Габай Генрих Саулович режиссёр (1962). Икĕ хĕр.
1930-мĕш çулсен вĕçĕнче С. Мартинсон мăшăрланмасăрах Елена Добржанская балеринăпа пурăннă (ăна репрессиленĕ, Воркутлагра 1952 çулта вилнĕ):
- ывăл — Александр Сергеевич Мартинсон (1939—2003).
Виççĕмĕш арăмĕ — Луиза:
- хĕрĕ — Наталья, актриса.
Пултарулăхĕ
тӳрлетТеатрти ролĕсем
тӳрлетМейерхольд театрĕ. «Рычи, Китай!» С. Третьякова (1923)— американский корреспондент[7]
«Последний решительный» Вс. Вишневскин — американец[7]
«Мандат» Н. Р. Эрдманăн (1925) — Валериан[7]
Революци театрĕ.
«Воздушный пирог» Ромашова — Плюхов [8]
«Павел Греков» — Левицкий
«Бесприданница» А. Н. Островскин (1940) — Карандышев
Киноактёр театр-студийĕ
«Дочь русского актера» — Ушица
Чыслани
тӳрлет- РСФСР халăх артисчĕ (30.6.1964)
- РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ (6.3.1950)
- Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ (24.1.1979)
- «Хисеп палли» орден (14.4.1944)
- медали
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ 1 тата 2 «В поисках утраченного. Сергей Мартинсон», ОРТ, 1997
- ^ «Сергей Мартинсон. Комический злодей», Пĕрремĕш канал, 2009
- ^ 1 тата 2 Владимир Баршай, публикация и предисловие Александра Баршая Дед для меня всегда - Гамлет (2014-03).
- ^ Виталий Вульф Мой серебряный шар. Сергей Мартинсон. Россия-1 (2006).
- ^ Половец А. Б. О книге Л. Кафановой «Любовь и мистика» (2008-06-01).
- ^ Могила Сергея Мартинсона.
- ^ 1, 2 тата 3 Русский драматический театр: Энциклопедия / Под общ. ред. М. И. Андреева, Н. Э. Звенигородской, А. В. Мартыновой и др. — М.: Большая Российская энциклопедия, 2001. — 568 с.: ил. ISBN 5-85270-167-X
- ^ Актер Мартинсон Сергей Александрович: биография, фото – Московский академический театр имени Вл. Маяковского. (выр.). www.mayakovsky.ru. Тĕрĕсленĕ 5 Ҫӗртме уйӑхӗн 2017.
Каçăсем
тӳрлет- Sergey Martinson(акăлч.) Internet Movie Database сайтĕнче
- Аркус Л; Смертина А. Сергей Мартинсон. Проект «Чапаев» журнала «Сеанс». Тĕрĕсленĕ 2 Ҫу уйӑхӗн 2020.
- Сергей Мартинсон на Аниматор.ру
- Сергей Мартинсон: интервью и статьи, фильмография и фотографии
- Сергей Александрович Мартинсон — легкомысленный король гротеска
- Подступы к трагедии 2021 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ.