Май-тивĕç (информатика)
Май-тивĕç — хăрушсăрлăх тытăмĕнчи абстрактлă объект, вăл процесс контекстĕнче пулни хÿтĕлевлĕ объект тĕлĕшпе тăвăма пурнăçлама ирĕк парать, вăл çукки — чарать.
Ытларах чухне процессене май-тивĕçсем парасси процесс хуçи кам пулнине кура пулса пырать, урăхла каласан, процесс ăна янă хутшăнавçăн тивĕç-ирĕкне илет.
Тивĕçлĕ роль пур хутшăнавçăсен пурин те хайсене тивекен май-тивĕçсем пур, урăхла каласан, май-тивĕçсене рольсене кура валеçсе тухаççĕ.
Май-тивĕç валеçĕвне урăхла юравсене чикĕлени теççĕ.
Идентификаци — ку сăмах хутшăнавçă тытăма кĕнĕ чух унăн май-тивĕçĕсене палăртнине пĕлтерет, регистраци тени вара — субъектăн май-тивĕçĕсем улшăнни патне илсе пырать.
Тĕссем
тӳрлетМай-тивĕçсен çакнашкал тĕсĕсем пур:
- хăй халлĕн (автоматла) пулакан май-тивĕç
- паракан май-тивĕç
- ыйтса илмелли май-тивĕç
Unix
тӳрлетUnix евĕрлĕ тытăмсенче вышкайсăр хутшăнавçăн (суперхутшăнавçăн) мĕнпур май-тивĕçсем пур.
Литература
тӳрлет- Иртегов Д. В. Введение в операционные системы. — 2-е изд., перераб. и доп. — СПб.: БХВ-Петербург, 2008. — 1040 с.
- В. Л. Цирлов Основы информационной безопасности автоматизированных систем: краткий курс. — Феникс, 2008. — ISBN 978-5-222-13164-0
- Котухов М. М., Марков А. С. Законодательно-правовое и организационно-техническое обеспечение информационной безопасности автоматизированных систем. — 1998. — 158 с.