Майра йĕппи
Майра йĕппи — ялан тенĕ пекех металлран туса хатĕрленĕ мĕне те пулин шăтарса (е йĕплесе) çыпăçтармалли инструмент. Хăй пĕр вĕçĕнче мăка пуçлă йĕп евĕр пулать. Çалах майра йĕппи — капăрлатуллă пысăк йĕп, туалет япали.
Майра йĕппин кун-çулĕ
тӳрлетАвалхи шумерсем пир. эрăч. III пинçул. тимĕртен тата шăмăран хатĕрленĕ майра йĕпписене тĕртсене шăтарнă чухне усă курнă. Майр йĕппине тăвас хальхи индустри вăтам ĕмĕрсенче Европăра саралнă пулнă, ун чухне ăсчахсене хутсене вăхăтлăха çыпăçтарас (çиппе çĕлес вырăнне) мел кирлĕ пулнă. Майра йĕппине металл татăкĕсене пăралук çити туртса, кайран кирлĕ тăршшĕне татнă, вĕçне металлă пуçне çирĕплетсе лартнă. Сехетре машина 4.000 майра йĕппи тума пултарнă.
XVIII ĕмĕрти Адам Смит экономист шухăшĕпе, ĕçлеве пайламан (кайран çак ăслав конвейер йĕркине куçать) пулсан, кунне темиçе (тепĕр чух пĕрре кăна) майра йĕппи тунă пулĕччĕ. Çак класиклă тĕсев ĕçлеве пайлани тупăша ӳстернине кăтартать.
Майра йĕппи тумашкăн тĕрлĕ машинă туса хатĕрленĕ, анчах та ăнăçлăрах вариантне Джон Айреленд Хоу (John Ireland Howe, ăна пĕрремĕш çĕвĕç машинкине майлаштарнă Элиас Хоупа пăтраштармалла мар) физик ăсталать. Малтан вăл йепсене алапа хатĕрленĕ. Пĕрремĕш хайлавĕ резинăпа çыхăннă пулнă, анчах та çак ĕç-пуç ăнăçа тупаймасть, вара Хоу майра йĕппине тумалли машина ăсталать (пĕрремĕш хăтлавĕ каллех пăчланать). Унăн машини кунне 60.000 майра йĕппи кăларма пултарнă, çакă вара майра йĕппине картон çулçине шăтармалли машинăна тăвас шухăша çуратать.
Майра йĕппи пирки саккун
тӳрлетЧĕрĕлӳ саманинче, Генрих VIII патша астулра чухне, майра йĕпписене пур кунра сутма юраман. Çак саккуна майра йĕппи сахал пулнипе кĕртнĕ, анчах та ăна лару-тăрăва улăштарайманнине пула темиçе çултан пăрахăçланă.